Пенси пĕлÿлĕхĕн кунĕ

18 Юпа, 2014

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççейре вĕренекен çамрăксен пенси пĕлÿлĕхне ÿстерессипе çыхăннă проект вăй илчĕ.

Çĕр-шыври шкулсемпе колледжсенче пулас пенсие йĕркелемелли никĕспе паллаштаракан занятисем пуçланчĕç. Раççей Пенси фончĕн тата унăн территори управленийĕсен ертÿçисем уçă уроксем ирттерчĕç, студентсене тата вăтам шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсене клиент службисем уçă алăксен кунне йыхравларĕç.

Çак кун РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева Шупашкар хулинчи ÿнер училищин студенчĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсене пенси мĕнле йĕркеленни пирки çамрăклах ăша хывмалли, унăн виçине витĕм кÿрекен сăлтавсем тата ăна çĕнĕ формулăпа Пенси фончĕн сайтĕнче вырнаçтарнă калькуляторпа усă курса шутламалли май çинчен ăнлантарчĕ. Пирĕн çĕр-шыври пенси тытăмĕпе тĕплĕн паллашмашкăн пулас дизайнерсене тата ÿнерçĕсене Раççей Пенси фончĕ çамрăксем валли ятарласа хатĕрленĕ пособи парнелерĕç. Сăмах май, республикăна ярса панă çакăн йышши 7 пин кĕнекене шкул вулавăшĕсене тÿлевсĕр валеçсе параççĕ.

Пенси пĕлÿлĕхĕн пĕрлехи кунне республикăри аслă классенче вĕренекенсемпе студентсем 2 пинĕн хутшăннă, уçă уроксене шкулсемпе ятарлă вăтам пĕлÿ заведенийĕсенчен 46-шĕнче ирттернĕ, Пенси фончĕн район-хулари управленийĕсенчи уçă алăксен кунне 36-шĕнче ăс пухакансем хутшăннă.

ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе тунă килĕшÿ тăрăх Пенси фончĕн специалисчĕсем обществознани преподавателĕсемпе пĕрле кăçалхи раштав уйăхĕ вĕçлениччен шкулсемпе колледжсенче пуринче те пенси пĕлÿлĕхĕ енĕпе факультатив урокĕсем йĕркелеççĕ, ун хыççăн вара ку енĕпе илнĕ пĕлÿ çирĕплĕхне пултарулăх конкурсĕсенче уçăмлатаççĕ.

Раççей Пенси фончĕ çамрăксене вĕрентмелли проекта виççĕмĕш çул хута ячĕ. Асăннă тапхăрта Чăваш Республикинчи шкулсемпе ятарлă вăтам пĕлÿ паракан учрежденисенче пенси ыйтăвĕпе 1,5 пин ытла факультатив пулнă, вĕсенче унăн тĕп саккунĕсемпе 35 пин çамрăк паллашнă.

 

В.ИЛЬИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.