Пĕрле пуçтарăнсан юрă-кĕвĕ янрать ялан

21 Çĕртме, 2019

Туслăх çурчĕ умĕнче паян наци культурисен "Туслăх кĕперĕ" фестивалĕ иртрĕ. Пирĕн республикăри хуласемпе районсенчен пухăннă пултарулăх коллективĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Уявра тĕрлĕ халăх /чăваш, вырăс, тутар.../ юрри-кĕвви янăрарĕ, Кавказ тăрăхĕнчен килнисем ташăсемпе тыткăнларĕç.
Акă Етĕрне тăрăхĕнчи "Отрада" ансамбль районти вырăс ялĕсенче пурăнакансен авалхи юррисене шăрантарчĕç. Ансамбль ертÿçи Фаина Максимова пĕлтернĕ тăрăх 1984 çулта йĕркеленнĕ коооектива тĕрлĕ ÿсемри тата тĕрлĕ профессиллĕ хĕрарăмсем çÿреççĕ. "Пире пурне те халăх юрри пĕрлештерет. Пирĕн асатте-асаннесем юрланă юрăсене асран кăларас килмест. Вĕсенче халăх пурнăçĕ сăнланнă, вĕсем пире пурăнма вăй-хал парса тăраççĕ", - терĕ хĕрарăм.
Тĕрлĕ наци çыннисене пĕтĕçтерекен фестиваль кăçал виççĕмĕш хут иртрĕ. "Ку уяв пире тĕрлĕ районти колллективсен ăсталăхĕпе паллашма май парать. Çак тапхăрта нумайăшĕ çывăх туссем пулса тăнă, пирĕн çыхăнусем çирĕпленсех пыраççĕ", - терĕ Пăрачкаври культура çурчĕн директорĕ Екатерина Стексова.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас