Пĕрле вĕреннисем çур ĕмĕре яхăн иртнĕ хыççăн тĕлпулу шыраççĕ

18 Авăн, 2018

"Хыпар" издательство çуртĕнче Григорий Тимофеев пулчĕ. Вăл пире 1970 çулта Шупашкарти иккĕмĕш шкултан вĕренсе тухнисемпе тĕл пулас кăмăллине пĕлтерчĕ. 

Григорий Герасимович тантăшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене те илсе килнĕ. Вĕсем хăйсене палласа илĕç-ши? Тен, вĕсен çывăх çыннисем уйăрса илĕç. Ку класра çитмĕле яхăн ача вĕреннĕ. Вĕсен класс ертÿçи Роза Николаевна Иванова пулнă. 

Тĕлпулу пирки калаçса татăлма Григорий Тимофеев патне 8-937-392-38-78 номерпе шăнкăравламалла. Класс отрячĕн дружина ертÿçи пулнă Людмила Алексеевна Кузинăпа 31-32-90 номерпе çыхăнма май пур. 

Комментари хушас