«Пĕрлехи хуран» пĕчĕкленни хăратмасть

28 Нарăс, 2018

Ĕç вырăнĕсене инвалидсем валли квотăласси, çулсем тăвасси, пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавĕ — çак тата ытти ыйтăва паян Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Регион операторĕ пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавĕ валли уйăракан укçа виçине палăртас ыйтупа строительство министрĕ Владимир Михайлов сăмах илчĕ. Иртнĕ çултан юлнă укçа виçине шута илсе кăçал пурăнмалли çурт-йĕре тĕпрен юсамашкăн пĕтĕмпе 1,6 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен юсав ĕçĕсене хăш çуртсенче пурнăçласси паллă ĕнтĕ. Сăмах май, Капиталлă юсав фончĕ çак ĕçе хывкан укçа виçи çуллен пысăкланса пыни куç кĕрет. 2016 çулта 926 миллион тенкĕ хывнă, пĕлтĕр — 1,3 миллиард тенкĕ ытла. Кăçал, каларăмăр, укçа тата пысăкрах пулать. Çакă, Владимир Юрьевич çирĕплетсех каларĕ, халăхран пухакан укçа виçи ÿссе пынипе сăлтавланнă.

Иван Моторин прекетленекен укçапа мĕнле усă курассипе кăсăкланчĕ. Министр çирĕплетрĕ: нумай хутлă çуртсенчи лифт хуçалăхне çĕнетме ярăпăр. Правительство пуçлăхĕ юсав ĕçĕсене çулталăкăн ăшă тапхăрĕнче вĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ, ĕçсене хĕллехи вăхăта хăварсан вĕсен пахăлăхĕ иккĕленÿллĕ пуласси те часах.

Патшалăх Канашĕн Председательне Валерий Филимонова вара юасав укçине пĕрлехи фондра мар, хăйсен уйрăм шучĕсем çине пухакан çуртсен шучĕ пысăкланса пыни пăшăрхантарать — çав тĕслĕхсенче укçапа тирпейлĕ усă курасси иккĕленÿллĕ мар-и? Министр каланă тăрăх, чăнах та, çавнашкал çуртсем нумайланса пыраççĕ — кăçал та вун-вун çуртра пурăнакансем хăйсем хывакан укçана «пĕрлехи хурантан» кăларма йышăннă. Анчах Строймин кунта хăрушлăх курмасть — çынсем хăйсен пурлăхĕшĕн хăйсем яваплă пулассине ырламалла кăна. Юсав ĕçĕсем вĕсен çурчĕсенче те йĕркеллех пурнăçланаççĕ, управляющи компанисем укçапа тĕллевлĕн тата саккунлă усă курнине вара пурпĕр Капиталлă юсав фончĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать — ăна ку тивĕçрен никам та хăтарман.

Теги: 

Комментари хушас