Пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем

21 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче республика Правительстви Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн бюджета пурнăçлани çинчен йышăннине çирĕплетсе влаçăн ĕç тăвакан органĕсен

2014 çулăн пĕрремĕш çурринчи ĕçне пĕтĕмлетрĕ

Тупăшпа тăкак - шайлашуллă

2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидаци бюджетне тупăш тĕлĕшпе 21,230 млрд тенкĕлĕх е çулталăкри планпа палăртнин 50,6 проценчĕ чухлĕ пурнăçланă, ку кăтарту иртнĕ çулхи ултă уйăхринчен 4,0 процент ÿснĕ, çав шутра харпăр хăй тупăшĕпе - 13 миллиард та 345,4 млн тенкĕлĕх тата 4,8 процентлăх.

Чăваш Республикин 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулхи консолидаци бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕн тытăмĕнче налук тÿпи - 87,3, унпа çыхăнманни 12,7 процент шутланнă. Налук шучĕпе 11648,1 млн тенкĕ пырса кĕнĕ е иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 2,7 процент ытларах. Çав шутра организацисен тупăшĕн налукĕ - 2516,2 млн /5,5 процент нумайрах/, уйрăм çынсен тупăшĕн налукĕ - 4803,6 млн тенкĕ тата 9,1 процент.

Тавăрса памалла мар пырса кĕнĕ укçа-тенкĕ 7884,6 млн тенкĕ пулнă е пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулхинчен 2,6 процент ытларах.

Чăваш Республикин консолидаци бюджечĕн тăкакĕсем кăçалхи ултă уйăхра 20 миллиард та 495,4 млн тенке çитнĕ /çулталăк планĕпе палăртнин 43,7 проценчĕ тата пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 10,9 процент нумайрах/.

Патшалăх влаçĕн мĕн пур органĕ пырса кĕнĕ укçапа тухăçлă усă курассишĕн пуçаруллă тăрăшни консолидаци бюджечĕн профицитне чакарма /2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 734,6 млн тенкĕ шутланнă/, çапла вара республикăри бюджета тивĕçекенсен умĕнчи обязательствăсене вăхăтра пурнăçлама май панă. Бюджет укçипе усă курнин шайĕ 96,5 процента çĕкленнĕ, иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 90,6 процент.

Тăкаксен пысăк пайĕ вĕренÿпе /36,6 процент, пĕлтĕр - 35,4/, социаллă политикăпа /17,5, пĕлтĕр - 20,4/, наци экономикипе /14,0 процент, пĕлтĕр - 13,0/, сывлăх сыхлавĕпе /15,7 процент, пĕлтĕр - 16,8/ çыхăннă.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вĕренÿ тытăмĕ валли 7499,8 млн тенкĕ /2013 çулхи шайăн 114,6 проценчĕ/ уйăрнă. Çав укçапа пĕлÿ çурчĕсене çĕнĕрен тунă /реконструкциленĕ/, вĕсен ĕç-хĕлне тивĕçтернĕ, шкул умĕнхи вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвне ÿстернĕ тата ытти тĕллевпе усă курнă.

2014 çулта пĕчĕккисем валли 2616 вырăнлă 14 учреждени хута яма, пур пек çурт-йĕре тĕпрен юсаса 1060 вырăн йĕркелеме тата 1464 вырăнлă 9 ача садне çĕклеме /реконструкцилеме/ палăртнă.

Кăçалхи ултă уйăхра социаллă политикăна аталантармашкăн 3594,2 млн тенкĕ /пĕлтĕрхи шайăн 95,3 проценчĕ/ хывнă. Укçа-тенкĕ социаллă ыйтусене тивĕçтерме, хÿтлĕх пама, социаллă пулăшу мерисем уйăрма, тĕрлĕ пособи тÿлеме, граждансен уйрăм ушкăнне хваттерлĕ тума тăкакланать. Çапла майпа кăçалхи пĕрремĕш çур çулта хваттер условийĕсене лайăхлатмашкăн патшалăх 2600 ытла çемьене пулăшнă.

Асăннă тапхăрта сывлăх сыхлавне 3215,9 млн тенкĕ /пĕлтĕрхи шайăн 103,5 проценчĕ/ хывнă: сиплев учрежденийĕсене çĕнĕрен çĕкленĕ, реконструкциленĕ, тĕпрен юсанă, халăха медицина пулăшăвĕ панă, эмел хатĕрĕ, тĕрлĕ препарат туяннă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕн 5 çуртне хута янă, тепĕр вун пиллĕкĕшне çурла уйăхĕ вĕçлениччен туса пĕтермелле. Сывлăх сыхлавĕн 8 учрежденине тĕпрен юсаççĕ. Кăçал пĕтĕмпе 43 ФАП уçма палăртнă.

Экономикăн чăн-чăн секторне аталантармашкăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 2861,3 млн тенкĕ /пĕлтĕрхи шайăн 119,5 проценчĕ/ янă: ăна çул-йĕр, ял, шыв, вăрман хуçалăхĕсене хывнă. Кăçал 14,2 км çула юсанă, çав шутра ял тăрăхĕсенче - 6,2 км. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансенчен 60649-шне /вĕсен шутĕнче организацисемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем - 808, харпăр хăй хуçалăхне тытса пыракан 59841 çын/ пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшнă.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикин экономики ÿсĕм çулĕпе пырать, шалу ÿсет, уйрăм çыннăн бизнесĕ аталанать. Çакна республикăн налук потенциалĕн индексĕ те çирĕплетет: 2006-2009 çулсенче вăл 0,404 пулнă, 2014 çулта малтан палăртнă тăрăх 0,496-та çитмелле. Кунта çакна та шута илмелле: çĕр-шыв экономики пысăк хăвăртлăхпа аталаннă май 2006-2009 çулсем бизнеса вăй илтермешкĕн уйрăмах ăнăçлă шутланнă. Республика регион тата вырăнти шайри бизнеса пулăшма тăрăшать - Чăваш Республикин бюджетне куçармалли налук тĕлĕшпе çăмăллăх парать. 2013 çулта унăн сумми 644,5 млн тенкĕпе танлашнă.

Ĕç ветеранĕсем - сумра

Пирĕн республикăра ĕç ветеранĕсене социаллă хÿтлĕхпе - сăмахран, вĕсене уйăхри укçа тÿлевĕпе тивĕçтерессине - чăннипех хаклаççĕ. Хальхи вăхăтра унăн виçи Чăваш Енре 1082 тенкĕпе танлашать, ун çумне тата стационар телефонĕпе усă курнăшăн паракан компенсаци - 220 тенкĕ - хушăнать. Ку тÿлев федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче пысăккисенчен пĕри шутланать. Танлаштармашкăн: Мари Эл республикинче - 823 тенкĕ, Мордва республикинче - 796, Тутарстанра - 1087, Чул хула облаçĕнче - 1228, Ульяновск облаçĕнче 806 тенкĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисенчен ĕç ветеранĕн ятне тивĕçнисем йышлă пулнипе те палăрса тăратпăр. Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 128,2 пин çынна е пенси ÿсĕмĕнчисен 46,4 процентне çитнĕ. Сăмах май, ку кăтарту Тутарстанра - 28, Мордва республикинче - 30,7, Мари Элра 38,8 процент. Чăваш Енре пĕтĕмпе 168,6 пин ĕç ветеранĕ пурăнать.

2013 çулта уйăхри укçа тÿлевĕ валли республика бюджетĕнчен 1 миллиард та 821,6 млн тенкĕ тăкакланă, кăçал çак тĕллевпе 1 миллиард та 964,6 млн тенкĕ палăртнă.

Инвесторсемшĕн илĕртÿллĕ

Чăваш Ен - пур енлĕн аталанса пыракан республика. Пуçарулăхĕпе, пилот проекчĕсене хутшăннипе бизнесшăн илĕртÿллĕ инвестици лапамĕ пулса тăрать. Регион федераци шайĕнчи конкурссене хутшăнать, тĕллевсем палăртать тата экономикăн чăн-чăн секторне пуçаруллă финанслама тăрăшать. 2013 çулта инвестицисене республика 5,458 млрд тенкĕ яма пултарнă тăк, 2014 çулта малтан палăртнă кăтартусем тăрăх - 7 млрд ытла тенкĕ.

Çав вăхăтрах Чăваш Ен «дотаци регионĕ» пулнине никам та хирĕçлемест, республикăра пурăнакансен умĕнчи бюджет обязательствисене пурнăçлама ансат мар, инвестицин пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене финансламашкăн кредит организацийĕсенчен пулăшу ыйтма тивет. Çапах та Чăваш Республикин Правительстви «кивçен ил, анчах перекетле» тĕллеве тĕпе хурать. Çавăнпа ĕнтĕ 2014 çулта патшалăх парăмне тивĕçтермелли тăкака 25 млн тенкĕлĕх чакарма палăртнă.

Пĕтĕм тĕнчери ятлă-сумлă агентствăсен кредит рейтингĕсем республика ертÿлĕхĕ ăнтăлуллă ĕçленине хаклакан пĕлтерĕшлĕ кăтартусем пулса тăраççĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Шупашкарти VII экономика форумĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш Ен - уçă регион тата шанчăклă партнер. Чăн та, çак сăмахсене пĕтĕм тĕнчери паллă агентствăсен - Moody, slnvetorsService тата FitchRatings - пысăк рейтингĕсем те çирĕплетеççĕ.

Палăртмалла: асăннă агентствăсем çакнашкал хаклавсене çулленех ирттереççĕ, юлашки çичĕ çулта вĕсем пирĕн республикăна тăнăçлисен шутне кĕртеççĕ.

Кун пек хаклава тивĕçмешкĕн тата ят-сума темиçе çул çирĕплетсе тăмашкăн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчен хăшĕ-пĕри пултараймасть, мĕншĕн тесен кун пек чухне экономикăн уйрăм отраслĕн е инвестици компанийĕсен аталанăвĕн кăтартăвĕсене кăна мар, регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикин ÿсĕмĕсене, финанс лару-тăрăвне тата парăм обязательствисене пурнăçланине тĕпе хураççĕ.

Республика влаçĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕм тĕнчери рейтинг агентствисем панă пысăк хаклавăн пĕлтерĕшĕ тата малашлăхĕ çинчен сăмах вĕççĕн кăна мар, хăйсем те аван пĕлекен специалистсем те татăклăн та витĕмлĕн пĕлтереççĕ паллах.

«Сăмах кунта ятсăр-шывсăр экспертсем пирки пымасть. Проекчĕсене вырнаçтарнă чухне çав агентствăсен специалисчĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене финанс инвесторĕсем çеç мар, пысăк корпорацисем те шута илеççĕ. Çавăнпа хăйсен сĕнĕвĕсемшĕн явап тытакан тĕнчери паллă рейтинг агентствисен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса регионăн экономикăри чăн-чăн лару-тăрăвĕ пирки уçăмлăн та тĕрĕс хаклама май килет. Кун пек чухне хăйсен шухăшне чăн тĕслĕхпе никĕслемен фондсен ертÿçисене тата халап шайĕнчи аналитика çырăвĕсен авторĕсене итлени ниме те тăмасть», - палăртнă Энергетика тата финанс институчĕн аслă экономисчĕ Антон Табах.

Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.