Пĕтĕм чăваш диктанчĕ валли текстсен конкурсĕ иртет

21 Пуш, 2018

Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа кăçал та Пĕтĕм чăваш диктантне çырăпăр. Тăван чĕлхерен хакли ним те çуккине аса илтерекен акцие, аса илтерер, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттереççĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ кăçалхи диктант тексчĕн конкурсне кăçалхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕччен йышăннине пĕлтерет. Текстра 160-а яхăн сăмах пулмалла. Диктант теми - ирĕклĕ. Текстсене çырупа çак адреспа ăсатмалла: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 29/I, ЧПГĂИ. Электрон почта - human2000@yandex.ru. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем çапларах: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26.

Диктанта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çырăпăр.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас