Пĕтĕм ĕçе «5» паллăлăх пурнăçлать

20 Утă, 2018

Çатăрма, шăкăлти, чанки, шакăртма, бубен… Ку сăмахсем мĕне пĕлтернине нумайăшĕ пĕлет ахăртнех, çапах шавлă (шумовой) инструментсене чылайăшĕ курман та пуль. Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнчи Борис Пятаков вара асăннă инструментсемпе калать-вылять çеç мар, вĕсене хăй ăсталать, чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетет. Унсăр пуçне йывăçран тĕрлĕ япала касса кăларать. Çав хушăрах староста пулнă май тăван ял аталанăвĕшĕн те нумай тăрăшать.

Ăсталăх çăкăр ыйтмасть

Специалистсем палăртнă тăрăх — шавлă инструментсене ăсталама пултаракан мастер пирĕн республикăра сахал. Борис Пятаков хăй ача чухнех йывăçран тем те пĕр касса кăларнине, хитрелетнине аса илет. Пĕчĕклех илем енне туртăннине вăл хăйсен йăхĕнче художник та пуррипе çыхăнтарать. Борис Михайлович халĕ те йывăçран тĕрлĕ япала ăсталать, ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен пÿртне кĕрсе курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Сувенирлăх ручкăпа çĕçĕ, ывăс, çыхнă карçинкка, чечек лартмалли ятарлă вырăн, турăш кĕтесĕ, вешалка, гардина… — йăлтах хăйĕн аллипе ăсталанă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн мăшăрĕ Зоя Васильевна: «Манăн упăшкан алли ылтăн, вăл тума пĕлмен ĕç çук. Эпĕ телейлĕ хĕрарăм», — тет. Мăшăр 42 çул пĕрле пурăнать.
Чи пахи — Борис Пятаков хăйĕн ăсталăхĕпе çамрăк ăрăва та паллаштарни, хăй мĕн пĕлнине ыттисене те тума вĕрентни. «Эпĕ малтан электрик пулнă. 1990 çулта клубра ĕçлеме пуçларăм: малтан — заведующий, унтан — директор. Ун чухнех мана ял старости пулма шанчĕç. Юлашки вунă çулта ялти ремесласен çуртĕнчи кружока ертсе пытăм», — каласа кăтартрĕ Борис Михайлович. Ялти клубра тахçан кинобудка пулнă вырăн пушă тăнă, шăпах унта Пятаков мастерской уçнă. «Левша» кружока çÿрекен арçын ачасене вăл йывăçран кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем касса кăларма вĕрентет. «Ăсталăх çăкăр ыйтмасть, пурнăçра вара яланах кирлĕ пулма пултарать. Арçын ачана мăлатук та тытма вĕрентмесен ÿссен мĕнле арçын пулĕ вăл?» — калаçăва тăсрĕ кружок ертÿçи. Шкул ачисем ун пат-не ремесласен мастерскойне хаваспах килеççĕ. Тепĕр чухне килне те пыраççĕ. Паллах, çак кружока çÿресе ăсталăхне туптанăшăн ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те питĕ кăмăллă.
Вĕсене Борис Пятаков шавлă инструментсене хăй мĕнле ăсталанипе те паллаштарать. Çак инструментсене халăх пултарулăхĕн коллективĕсем валли те хатĕрленĕ вăл. Çавăн пекех — районсенчи культура çурчĕсем валли те. Комплектра — 20 ытла инструмент. Ăстаçă кашнин пирки тĕплĕн каласа кăтартма пултарать. «Ку параппана фанертан тунă. Акă — çатăрма, эпĕ ăна хам пĕчĕк чухне те курнă. Çак инструмент вара концертра е спектакльте лаша чупса иртнине евĕрлеме кирлĕ», — ăнлантарчĕ Борис Михайлович.
Вăл тата кружока çÿрекен ачасем ăсталанă япаласемпе, сувенирсемпе, шавлă инструментсен коллекцийĕпе районти çеç мар, республикăри мероприятисенче те паллашма пулать. Нумаях пулмасть Ульяновск облаçне кайса килнĕ. Борис Пятаков хăйне ятăн куравсем те йĕркеленĕ: Елчĕк районĕнче çеç мар, Шупашкарта та. 2010 çулта Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче унăн «Йывăçран ăсталанă тĕлĕнтермĕшсем» куравĕ ĕçленĕ. Тепĕр тăватă çултан «6x7» галерейăра ал ăстин ĕçĕсемпе паллашма май пулнă.
Борис Михайлович чăн-чăн патриот та. Вăл Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах пурăнать. Ăстаçă тăван ялĕн гербне тунă. Гербăн щичĕ çинче çăматă ÿкернĕ: ку ялта пурăнакансем тахçан хĕллехи каçсенче çăматă йăваланине палăртать. Икĕ пуçлă лаша — районăн пĕр пайĕ Хусан, тепри вара Чĕмпĕр кĕпĕрнисен тытăмне кĕнĕ тапхăра аса илтерекен паллă.
Маттур алă ăстине нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн ЧР Культура министерстви темиçе хутчен те Хисеп хучĕпе, дипломпа чысланă. 2012 çулта РФ Культура министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ вăл. Республика шайĕнчи конкурссенче палăрнăшăн темиçе хутчен те Дипломпа наградăланă. Кăçал вара Борис Пятакова «Елчĕк ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Çакна кăтартакан паллăна çемье пурăнакан çурт çине те çирĕплетнĕ. Тăрăшуллă арçынна ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ те общество ĕçне хастар хутшăннăшăн, вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне тÿпе хывнăшăн икĕ хутчен Тав çырăвĕпе чысланă: Борис Михайлович ял старости вĕт, çак тивĕçсене те лайăх пурнăçлать вăл. «Манăн пĕтĕм ĕçе «5» паллăлăх пурнăçламалла, унсăрăн хушамат ятне ярăп», — тет шÿтлесе хăйĕн хушамачĕ пирки Пятаков.

ВИДЕО...

Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.