Пилĕк енлĕ кĕрешÿ енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир иртет

10 Раштав, 2019

Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче пилĕк енлĕ кĕрешÿ енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир старт илчĕ.

Тупăшăва 17 регионтан килнĕ 200 яхăн спортсмен тухрĕ. Атлетсем чупас, ишес тата пăшалтан перес енĕпе вăй виçеççĕ.

Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пилĕк енлĕ кĕрешÿ федерацийĕн ертÿçи Алексей Мурыгин ăнăçу сунчĕç. 

Чăваш Ен чысне 4  яш хÿтĕлет.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас