Пире чăваш чӗлхи пӗрлештерет

25 Ака, 2018

"Чӑваша юратаҫҫӗ, чӑваша хисеплеҫҫӗ, ҫавӑнпа чӑвашсем питӗ пуян ҫынсем", - ҫакӑн пек шухӑшсем янӑрарӗҫ паян Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ уявра. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев,ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

"Тӑван чӗлхе пире пӗрлештерсе тӑрать. "Тӑван чӗлхене пӗлмесӗр пӗлӳ илме ҫук", - тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна асра тытса, чӗлхене упрас тесе республикӑра нумай мероприяти ирттеретпӗр эпир. Малашне те йӗркелӗпӗр. Мероприяти ирттерни, чӑвашла калаҫни кӑна ҫителӗксӗр, чӗлхене юратасси кашнин чӗринче пулмалла",- шухӑшне палӑртрӗ Михаил Васильевич. Уявра чӑвашлӑха аталантарассишӗн, чӗлхене упраса хӑварассишӗн хастар ӗҫлекенсене Тав сӑмахӗсемпе тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Уявра чӑваш юрри-кӗвви янӑрарӗ, ташшисем пулчӗҫ, тӑван чӗлхе ҫепӗҫлӗхӗпе, илемӗ кӑмӑл туличчен киленме май пулчӗ. Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас