Пирĕн республика. Тĕп тема

15 Ака, 2016

Спортсмен пулмасса та пултаратăн, анчах сывă пулма тивĕç

 Чăваш Енре спортăн массăллă тĕсĕсемпе çур миллиона яхăн çын туслă - республикăра пурăнакансен 40: патнеллех. Çав вăхăтрах ялсемпе хуласенче физкультурăпа сывлăх комплексĕсен, хоккей курупкисен, бассейнсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хулари "Спартак" физкультурăпа сывлăх комплексĕпе паллашрĕç. Унпа кăна та мар...

Волейболтан пуçласа аэробика таран

ФОКа 2013 çулхи раштавра Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" партин социаллă проектне тата республикăн 2010-2020 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçланă май хута янă. Об<ект - нумай функциллĕскер, темиçе зал ĕçлет. Смета хакĕ - 172 млн тенкĕ ытла. Профессионалсем те ăсталăха туптаççĕ, "Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр" нормăна пурнăçлама хатĕрленекенсем те çÿреççĕ.

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:

- "Спартак" ФОКа тата "Олимпийский" стадиона Раççей Футбол федерацийĕ 2018 çулта пирĕн çĕршывра ирттерме палăртнă тĕнче футбол чемпионачĕ валли суйласа илнĕ. Çитес çулах Шупашкара тĕнчери футбол командисем тренировкăсене килме пуçлĕç. 2016 çулта Рио-де-Жанейрăра иртмелли çуллахи Олимп тата Паралимп вăййисене хутшăнмалли кандидатсен списокĕнче - Чăваш Енĕн 34 спортсменĕ. Пĕтĕмпе вара Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышне пирĕн республикăн 150 спортсменне кĕртнĕ.

Спорт отраслĕ юлашки 5 çулта малалла пысăк утăм турĕ. 50 спорт об<екчĕ тунă тата реконструкциленĕ. Çак ĕçе 6 млрд тенкĕ ытла хывнă. Çурри - федераци бюджечĕн укçи. Район центрĕсенче универсаллă спорт комплексĕсене хута янă, пăр керменĕсем, бассейнсем çĕкленеççĕ. Олимп резервĕсен ятарлă чылай шкулне реконструкциленĕ. Шупашкарта "Шупашкар-Арена" пăр кермен уçăлчĕ - 7,5 пин куракана йышăнма пултарать. Ăна тата пысăк ытти спорт сооруженине Пĕтĕм Раççейри спорт об<екчĕсен реестрне кĕртнĕ. Чăваш Енре çуллен официаллă 350 ăмăрту иртет. Вĕсенчен 60-шĕ - пĕтĕм Раççей шайĕнчисем. Пĕрререн кая мар - тĕнче шайĕнчи.

Шкул ачисен тĕллевĕ пĕрре - чи лайăххи пуласси. Саша Ефимовпа Женя Иванов урайĕнчен 25 тата 27 хут тĕртĕнме пултарчĕç - хăнасем вĕсене аллисене чăмăртасах тав турĕç. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ волейбол командин тренерĕн Андрей Страховăн тĕллевĕ вара пысăкрах та анлăрах. 61-мĕш шкулта тинех спорт класне уçнă - талантлă ачасене тупса палăртма май пур. Унăн вĕренекенĕсенчен пĕрне Анастасия Зварыгинăна Раççей командине илмелли кандидатсен шутне кĕртнĕ ĕнтĕ. Михаил Игнатьев ăна тĕп йышра çирĕпленме сунчĕ.

"Спартакра" икĕ бассейн. Пĕри - тин çеç ишме вĕренекен ачасем валли. Тепринпе çитĕннисем усă кураççĕ - "хăвăрт" çеккунтсемшĕн çунакансем те, сывлăха çирĕплетес тĕллевпе васкамасăр ишекенсем те. Михаил Игнатьев Нина Тихоновна Казаковăна сывлăх сунчĕ. Вăл 80 çултан иртнĕ ĕнтĕ, анчах пăхма ун чухлĕ параймăн.

"Спартак" ДЮСШ директорĕ Александр Осипов хăнасене бассейна çÿремелли правилăсемпе паллаштарчĕ. Вăл 8-тан пуçласа 22 сехетчен ĕçлет. Куллен 500-е яхăн çын çÿрет. Пенсионерсене тÿлев тĕлĕшпе çăмăллăх параççĕ.

Тренажер залĕ те яланах тулли. Чылайăшĕн мышцисем - пăхса ăмсанмалла. Хăшĕсем вара кунта çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмшăн килеççĕ. Марина Смирнова нумаях пулмасть ача çуратнă та - кĕлетке илĕртÿлĕхне тавăрасшăн. Чупмалли çул çинче кашнинчех сехет çурă ирттерет, 10 километр хыçа хăварать.

Спорт аэробикин Ольга Филюшкина ертсе пыракан занятийĕнче этем кĕлетки мĕнешкел авкаланма пултарнине курса тĕлĕнтĕмĕр. Çакă - нумай тренировка кăтартăвĕ. Спорт аэробикипе ачасем 3 çултанах туслашаççĕ. Унашкаллисем паян - пин ытла арçын ачапа хĕрача. Çамрăксен, уйрăмах спорт мастерĕн кандидачĕн Наталья Замуриевăн номерĕсене Михаил Игнатьев, Леонид Черкесов тата Николай Малов алă çупса хакларĕç.

Хăнасем воркаут занятийĕн площадкинче те пулчĕç. "Спартак" стадионра урамри фитнес занятийĕн тренажерĕсене ачасен ушкăнĕ Чăваш Ен Правительствине ыйтупа тухнă хыççăн вырнаçтарнă. Пулăшу кÿнĕ. Бюджета ку 2 млн тенке яхăн ларнă. Анчах хĕрсемпе каччăсен тĕлĕнмелле номерĕсене куратăн та - тăкак тÿрре тухни куçкĕрет.

Республикăри çамрăксем паян спортăн çĕнĕ тĕсĕсене ытларах та ытларах килĕштереççĕ: кайтинг, фристайл, пăр çинчи авточупу... Çамрăксем хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ, çĕнĕ рекордсемпе палăрма ĕмĕтленеççĕ.

Спорт об<екчĕсем - малашлăх инвестицисем

 «Единая Россия» парти пуçарнипе паян ялсенчи спорт залĕсемпе стадионсене çĕнетеççĕ. Николай Маловпа пĕрле хаçат корреспонденчĕ Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи шкулта пулчĕ. Шкулта спорт йăлисем çирĕппи тÿрех палăрать. Кубоксемпе медальсен, дипломсемпе грамотăсен шутне сумлă спорт клубĕ те ăмсанĕ.

Çакăнта 11-мĕш класра вĕренекен Александр Ивановпа 10-мĕш класри Александр Рыбаков тÿпи пысăк. Волейбол тата баскетбол ăмăртăвĕсенче тĕрлĕ шайра чыса тивĕçеççĕ. Спорт вĕренÿре пулăшать - "Единая Россия" партин регионти лидерĕпе калаçнă май ачасем çак шухăша татăклăн палăртрĕç.

Шкул директорĕ Галина Фадеева вĕренÿ заведенине уйăрса панă 1,18 млн тенке мĕнле тĕллевсемпе тăкакланипе паллаштарчĕ, спорт залĕ юсав хыççăн мĕнлерех улшăннине кăтартрĕ. Кунта халь шкулти занятисем кăна мар, поселок мероприятийĕсем те иртеççĕ.

Кунта ăстасене туптаççĕ

Канаш районĕнчи Карăклăри Геннадий Смирнов ячĕллĕ "Олимп" центр ачасен спорт шкулĕн тренировка бази шутланать. Тĕлĕнмелле те, районти ДЮСШ 38 çул хушшинче ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе спортăн тĕнче класлă 2 мастерне, 10 спорт мастерне тата спорт мастерĕн 30 кандидатне çитĕнтерме пултарнă. Вĕсен йышĕнче - Геннадий Смирновăн икĕ ывăлĕ - Евгенипе Никита. Чап çĕнсе илнĕ спортсменăн тата тренерăн хĕрĕ Наталья, унăн упăшки тата 5 ачи пурте кĕрешÿпе туслă.

Николай МАЛОВ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ:

- "Единая Россия" партин "Ачасен спорчĕ" проекчĕ пулăшнипе икĕ çулта Чăваш Енри ялсенчи шкулсен 70 спорт залне юсама май килчĕ. Çак ĕç тивĕçлĕ кăтартусемпе савăнтарать. Массăллă физкультура занятийĕсем - патшалăхпа обществăна шăпах çакă кирлĕ. Чăваш Енри ялсене спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтернин шайĕ - 60:. Хуласенчи кăтартуран та пысăкрах - унта ку кăтарту 46: шайĕнче.

 "Ку залра вăй-хăват тапса тăрать. Кунашкалли пирки ĕмĕтленме кăна пулать - 35 млн тенкĕ хывни чăннипех усса кайнă", - спортсменсем йышлине курса савăнчĕ Николай Малов. Занятисене ачасемпе Алексей Рыбаков, Станислав Герасимов тата спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Раççейĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕрлештернĕ командин членĕ Анна Максимова ирттереççĕ. Анна анне пулма хатĕрленет иккен. "Хĕр-и, ывăл-и - паллă мар-ха, анчах вăл спортсмен пулатех", - шантарчĕ вăл.

Юнашарах пауэрлифтинг енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Леонид Изратов çывхаракан ăмăртусене хатĕрленет. Çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ спортпа чăннипех туслă.

"500 бассейн" - чикĕ мар

Чăваш патшалăх педагогика университечĕн бассейнĕ - преподавательсемпе студентсен мăнаçлăхĕ. Ирсерен тата каçсерен, çавăн пекех кану кунĕсенче кунта хула çыннисем пурте çÿреме пултараççĕ - вырăн çитет. Бассейн пысăк вĕт - 26 метр тăршшĕ, 16 метр сарлакăш. ФОК çуртĕнче çавăн пекех тренажер, гимнастика залĕсем те пур. Комплекса 2012 çулхи раштавра "Единая Россия" партин "500 бассейн" социаллă проектне пурнăçласа хута янă.

Шывра Ирина Картошкина студенткăпа юнашарах - пенсири Олег Обухов. Калатăп-çке, пурне те вырăн çитет. Кĕçех вара Чăваш патшалăх университечĕн те çĕнĕ йышши çакнашкал сооружени пулĕ.

Хальхи вăхăтра Шупашкарта федерацин тĕллевлĕ программисемпе харăсах пысăк икĕ спорт об<екчĕ тăваççĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕнче Олимп хатĕрленĕвĕн биатлон центрĕ хута каймалла. Виçĕ хутлă çуртра спортсменсене хатĕрлемелли 16 пÿлĕм, çавăн чухлех йĕлтĕрсене старта хатĕрлемелли пÿлĕм, допинг-тĕрĕслев пÿлĕмĕсем, тренажер залĕсем, пресс-центр, медпункт тата ытти вырнаçĕç. Трибунăсем 500 куракана йышăнмалла. Олимп резервĕсен шкулĕн директорĕ Николай Николаев центра уçма паллă биатлонистсем - Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕртнĕ Павел Магазеев, Татьянăпа Вячеслав Акимовсем - килессе шанать.

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Шупашкар хулин пуçлăхĕ:

- Шупашкар 500 çул тултарнине хисеплесе ят панă паркра халĕ çĕнĕ йышши тепĕр фитнес-центр строительствине пуçлатпăр. Ăна Мускаври компани хăйĕн укçипе тăвать. Инвестицисен виçи - 80 млн тенкĕ патнелле. Ку - вĕсен Чăваш Ен тĕп хулинчи иккĕмĕш об<екчĕ ĕнтĕ. Ĕçтешлĕхе малалла тăсăпăр. Уйрăм çынсем спорта хывакан инвестицисем - пирĕншĕн çĕнĕ тата кăмăллă пулăм.

Тепĕр Олимп об<ектне - маунтинбайк центрне - уçма вара тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерне Ирина Калентьевăна тата çамрăксен хушшинче тĕнче ăмăртăвĕнче медале тивĕçнĕ Ольга Терентьевăна кĕтеççĕ. Хальлĕхе вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ об<ектпа саккасçăпа тата подрядчикпе пĕрле паллашрĕ.

Центрта 5 спорт залĕ, 2 бассейн, вĕренÿпе методика центрĕ, 58 вырăнлă хăна çурчĕ пулмалла. Тата - уçă велодром, ункă евĕр трасса. Шупашкарти маунтинбайк центрĕ спортăн çак енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин хатĕрленÿ бази пулĕ.

Леонид НИКИТИН.

/"Советская Чувашия" хаçат/

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.