Почта уйрăмĕсенче, редакцире çырăнма пулать

8 Çĕртме, 2018

Хаçат-журнала «Чăваш пичечĕн» киоскĕсенче мĕншĕн çырăнтарма пăрахнине уçăмлатсамăр. Кунашкал мелпе усă курма пире, вулакансене, питĕ меллĕччĕ. Киоск урлă хаçат çырăнакан та сахал марччĕ. Питĕ шел.

Виталий АЧЧА.
Канаш районĕ.

Чăнах, вулакан тĕрĕсех пăшăрханать. Кăçалтан пуçласа «Чăваш пичечĕ» акционерсен уçă обществи хăйĕн киоскĕсенче хаçат-журнал çырăнтарма пăрахрĕ, ку йышăну «Хыпар» издательство çурчĕпе пачах çыхăнман. Вулакан ыйтăвне уçăмлатма асăннă предприятипе çыхăнтăмăр. Акă мĕнле хурав пачĕ çырăнтарупа ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ Надежда ИЛЬИНА:

 2018 çулăн пĕрремĕш çурринче илсе тăмашкăн çырăннисене хаçат-журнал паратпăр. Анчах 2018 çулăн иккĕмĕш çурри валли пичет кăларăмĕсене çырăнтармастпăр, мĕншĕн тесен ку ĕç предприятие вуçех тупăш памасть. Малашне хаçатсемпе журналсене киосксенче çырăнтарма май килĕ-и — хальлĕхе татса калаймастăп.

Редакцирен: хаклă вулакансем, эсир «Хыпар» издательство çурчĕн кăларăмĕсене — «Хыпар», «Хыпар»-эрнекун, «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тантăш», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Вести Чувашии» хаçатсене, «Тăван Атăл», «Самант», «Тетте» журналсене — почта уйрăмĕсенче, «Советская Чувашия» киоскĕсенче тата редакцие килсе çырăнма тата туянса вулама пултаратăр.

Рубрика: 

Комментари хушас