Полици кунне уявларĕç

10 Чÿк, 2018

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе ветеранĕсем Полици кунне паллă турĕç.
Вĕсене професси кунĕ ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова саламларĕç.
«Право йĕркине хÿтĕлессипе çыхăннă кулленхи тĕллев залра ларакан сотрудниксемшĕн çăмăл мар, — терĕ Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-майорĕ Сергей Неяскин. — Пирĕн пĕтĕм пурнăç ăна пурнăçласа иртет».
Республикăра кăçалхи 10 уйăхра пĕлтĕрхи çав хушăринчен преступлени 5,8% сахалрах тунă. Унăн кăтартăвĕ Раççей Федерацийĕн тата федерацин Атăлçи округĕн вăтам шайĕнчен самай пĕчĕкрех.
Министр ШĔМ ĕçне тĕплĕн тишкерчĕ. Иван Моторин премьер-министр юлашки çулсенче республикăн Шалти ĕçсен министерствин пурлăхпа техника никĕсĕ тĕрекленнине, сотрудниксем професси ăсталăхне ÿстернине, граждансен интересĕсене лайăхрах хĕтĕленине палăртрĕ.
Саккунлăха çирĕплетме, право йĕркине хÿтĕлеме хастар хутшăнакан сотрудниксен ушкăнĕ Шалти ĕçсен министерствин тата патшалăх наградисене тивĕçрĕç.

 www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Теги: 

Комментари хушас