Президент Çырăвĕнче - ыранхи кун пурнăçĕ

4 Раштав, 2015

Ĕнер РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырупа паллаштарчĕ. Кăçал вăл вуниккĕмĕш хут пулчĕ. Унта вăл çĕршывăн шалти тата тулашри политикине туллин хак пачĕ, малашнехи тĕллевсене уçăмлăн палăртрĕ.

Президент шухăшĕпе Раççей хăйне тăрантарнисĕр пуçне апат-çимĕçпе, ытти йышши таварпа тĕнче шайне те тухмалла, унта сутма тытăнмалла. "Хамăр ресурссене шута илсе эпир хамăра çеç мар тăрантаратпăр. Раççей тĕнчери çĕршывсене те пахалăхлă продуктсемпе тивĕçтерме пултарать. Халĕ рынокра шăпах ун пекки кирлĕ, ăна ыйтаççĕ. Уйрăмах пирĕн пысăк тухăçлă хуçалăхсене пулăшмалла", - чĕнсе каланă вăл.

Паллах, тĕнчене тухас тесен Раççей таварне чи пысăк пахалăхлă шая çитермелли çинчен те манмалла мар.

Владимир Владимирович хальчченхи "стереотипсенчен" хăпма, харпăр хăйĕн вăйне шанма ыйтнă. Малалла утсан кăтарту пулатех. Çакна вăл ял хуçалăх тĕслĕхĕпе çирĕплетнĕ. "10 çул каялла эпир апат-çимĕçĕн çуррине чикĕ леш енчен турттарнă, ют çĕршыв куçĕнчен пăхнă. Халĕ Раççей хăй вĕсем патне чĕртавар ăсатать", - аса илтернĕ вăл.

Çырура социаллă пурнăç тытăмĕнчи чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хускатнă. Тĕслĕхрен, амăшĕн капиталне парассипе çыхăннă тĕллевлĕ программăна тепĕр икĕ çуллăха тăсма сĕннĕ, çĕнĕ шкулсем тума тата киввисене юсама 50 млрд тенкĕ таран укçа уйăрасса палăртнă тата ытти те.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.