Профессие вĕрентеççĕ, тĕрлĕ пулăшу параççĕ

26 Çурла, 2014

Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Любовь Кузьмина пĕлтернĕ тăрăх - служба органне ĕç шыраса кăçалхи çичĕ уйăхра 517 çын пынă /иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 557/, çав шутра организацирен тухса кайма тивнисем - 12-ĕн.

2012 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕрсен йышĕ 33-пе танлашнă /пĕлтĕр - 35/.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ асăннă тапхăрта 0,36 процент пулнă е 2013 çулхи çав вăхăтринчен 0,02 сахалрах.

Кăçалхи çичĕ уйăхра 471 çынна предприяти-организацие вырнаçтарнă, çав шутра 4-шне организациллĕ набор мелĕпе Раççей Федерацийĕн ытти регионне янă, тĕпрен илсен вĕсене Мускав облаçĕнче йышăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа вакансин районти банкне ĕçпе тивĕçтерекенсем 661 вырăн пурри çинчен пĕлтернĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта 158 ваканси шутланнă.

Специальноç параççĕ, вăхăтлăх вырнаçтараççĕ

Центра пынă кашни çынпах тĕплĕн калаçаççĕ кунти специалистсем, тĕрлĕ ваканси сĕнеççĕ. Вырнаçтарма май килмесен ытти мелпе усă кураççĕ. Вĕсенчен пĕри - профессие вĕрентни. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче 23 ĕçсĕре тата 1 пенсионера пурнăç ыйтакан специальноçа хăнăхма янă. Вĕсенчен 4-шĕ - уйрăм хуралçă, 2-шĕ - тракторист, 4-шĕ - водитель, 3-шĕ - ЭВМ операторĕ, пĕри - газ котельнăйĕн операторĕ, тепĕр иккĕшĕ - маникюрша тата кадрсем енĕпе ĕçлекен специалист, 4-шĕ повар пулса тăнă, 3-шĕ «1С: Предприяти» программăпа квалификацие ÿстернĕ.

Общество ĕçĕ йĕркелени те йывăрлăха лекнĕ çынсене ураланма, пурнăçа малтанхи вăхăтра тытса пыма май парать.

Çулталăк пуçланнăранпа центр общество ĕçне тÿлевлĕ ирттермешкĕн районти предприяти-организаципе - В.Грачев, В.Краснов, С.Хумышев, Л.Канясев хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе, «Чутеевский» ЯХПКпа, «Тăвайри кирпĕч завочĕ» АУОпа, «Родник» ОООпа тата ыттисемпе - 28 килĕшÿ çирĕплетсе 115 çынна хутшăнтарнă. Вĕсем тыр-пул пухса кĕртеççĕ, территорисене тасатаççĕ, палăксемпе мемориалсене пăхса тăраççĕ, делопроизводитель тивĕçне пурнăçлаççĕ, хатĕр продукцие чĕркеççĕ, ял хуçалăх таварĕ хатĕрлеççĕ тата тирпейлеççĕ.

Ĕçе вырнаçма уйрăмах кансĕр граждансем валли вăхăтлăх ĕç йĕркелени те пĕлтерĕшлине палăртрĕ Любовь Михайловна. Кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче çак мелпе 5 килĕшÿ туса 5 инвалида йышăннă: К.Григорьев предприниматель - делопризводителе, кирпĕч завочĕ - тĕрлĕ ĕç тăвакансене, «Акконд-агро» фирма» АХО - хуралçăпа кĕтÿçе тата пенси ÿсĕмне çывхаракан 3 гражданина - «Родник» ООО ял хуçалăх çимĕçне тирпейлеме, «Чувашская МСК» АУО - делопроизводителе, кирпĕч завочĕ тĕрлĕ ĕç тăвакана илнĕ.

Кунсăр пуçне вĕренÿрен пушă вăхăтра 14-18 çулсенчи 400 çамрăка вăхăтлăх ĕçлĕ тумашкăн вырăн йĕркелеме 23 килĕшÿ тунă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 245-шне йышăннă та ĕнтĕ. Вĕсенчен 13-шĕ йышлă, 167-шĕ - сахал тупăшлă, пĕри - тăнăçсăр çемьерен, теприн - ашшĕ-амăшĕ ĕçсĕр, 2-шĕ - тăлăх, 12-шĕ çул çитменнисен комиссийĕнче шутра тăрать. Йывăр шăпаллăскерсене ĕçе вырнаçтармашкăн районти ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе шкулсем, «Родник» ООО, «Тăвай кооперативĕ» ПО, Л.Канясевпа С.Хумышев хресчен-фермер хуçалăхĕсем пулăшаççĕ.

Профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕнчен вĕренсе тухнă 18-20 çулсенчи 2 çамрăка ĕçе вырнаçтармашкăн кăçал 2 килĕшÿ тунă: вĕсене «Тăвай общепичĕ» тата «Буяново» ОООсенче пĕрремĕш ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç, повара тата сварщика йышăнĕç.

Пултарулăха тата туртăма кура

Паллах, тĕрлĕ профессие вĕренме пулать. Çапах та тивĕçлĕ вырăн тупмашкăн чун туртнă тата хăв пултарнă специальноç çав-çавах пĕлтерĕшлĕ. Апла тăк çакăн пирки çамрăксене шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех аса илтермелле. Центр специалисчĕсем çапла тăваççĕ те. Унсăр пуçне пулăшу ыйтма пынисене те профориентаци çинчен тĕплĕн шухăшлама сĕнеççĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра, тĕслĕхрен, ку енĕпе патшалăх çăмăллăхне 414 çын тивĕçнĕ. Психологи хÿтлĕхĕн «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн специалисчĕсем кăçалхи нарăс тата пуш уйăхĕсенче ирттернĕ программисене 20 çын хутшăннă, «Тавлашуллă лару-тăрăва уçăмлатасси», «Майсене тупса палăртасси» тренингсенче пулса чунпа тĕркеленнĕ. Усси куç умĕнчех: асăннă мероприяти хыççăн 11-шĕ тивĕçлĕ вырăн тупнă, 3-шĕ професси вĕренĕвне суйласа илнĕ.

Ентешсене пулăшас тĕллевпе центр ирттерекен ваканси ярмăрккисен витĕмĕ пысăк: кăçал вĕсене ултă хут пухнă. Унта йыхравланă 32 организаци 152 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Асăннă мероприятисене пырса курнă 63 çынран 12-шне ĕçе йышăннă.

Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ тата производствăна кăçал тухас тĕллевлĕ 7 хĕрарăма професси вĕренĕвне янă. Патшалăхăн асăннă пулăшăвĕпе пĕлтĕр саккăрăн усă курнă.

Регистрациленнĕ граждансене ĕçсĕр çын статусне предпринимателĕннипе улăштарма май туса пани - центр тивĕçтерекен хÿтлĕхĕн тепĕр тĕсĕ. 2014 çулта харпăр хăй ĕçне йĕркелес тĕллевлĕ икĕ çынна финанс пулăшăвĕ панă. А.Григорьев çĕвĕ производстви уçнă, В.Ананьева професси вĕренĕвĕнче пулнă хыççăн - маникюр салонĕ. Пĕчĕк бизнеса кÿлĕннĕ кашни предпринимателе республика бюджетĕнчен 58800 тенкĕ уйăрнă.

Хушма мероприятисен мелĕпе

Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе йышăннă республикăн программин хушма мероприятийĕсене пурнăçласа кăçал 2 сусăра тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшне вырăн тупса пама 229 пин тенкĕ уйăрнă /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 60, 0 пин/

2014 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен виççĕшĕ вырнаçнă ĕнтĕ /С.Иванова уйрăм предприниматель патĕнче - 2 çĕвĕçĕ, «Тăвай кооперативĕ» ПОра - пĕр сутуçă/. В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăнтăрлахи хуралçăн должноçĕпе йышăннă пĕр инвалид валли ятарлă вырăн йĕркеленĕ.

Чăваш Республикин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен» 68-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн районти 35 çынран кая мар тата 100 çынран иртмен йышлă тăхăр организацие инвалидсене йышăнмашкăн - 8, 100 çынран иртекен йышлă 3 организацие 6 вырăн йĕркелеме хушнă. Паянхи кун тĕлне вĕсем квотăна 100 проценчĕпех пурнăçланă.

Валентина СМИРНОВА.

Тăвай районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.