Прокурорпа урам та çутăрах

27 Пуш, 2018

Шупашкар районĕн прокуратури Кивçурткасси ялĕнчи Октябрĕн 60 çулне хисеплесе ят панă урамра пурăнакансен ыйтăвĕпе тĕрĕслев ирттернĕ.
Çак урам самай пысăк, унта пурăнмалли 31 çурт вырнаçнă. Пĕр сыпăкĕ вара — çутăсăр, çынсем прокуратурăна çакăн пирки пăшăрханса пĕлтернĕ, пулăшу ыйтнă. Тĕттĕм урамра инкек пуласси те часах — автомобилистсемшĕн те, çуран çÿрекенсемшĕн те каçсерен хăрушлăх пысăк.
Çакна тĕпе хурса прокуратура Шĕнерпуç ял тăрăхĕн администрацине урама каçсерен çутса тăмалли мерăсем йышăнтарма ыйтса суда тавăç тăратнă. Район сучĕ ыйтăва тивĕçтернĕ — унăн йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕрессе кĕтмелли çеç юлать.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.