Пукане театрĕ Тутарстанри «Ĕç лаши» фестивале хутшăнать

14 Çу, 2018

ЧР Культура министерстви Чăваш патшалăх пукане театрĕ Тутарстанра иртекен халăхсен хушшинчи «Ĕç лаши» фестивале хутшăнни çинчен пĕлтерет. Кăçал Анат Чаллăра 20 ытла коллектив пуçтарăннă. Республикăри Пукане театрĕ 6-мĕш хут хутшăнать ку ĕçе. Фестиваль çу уйăхĕн 19-мĕшĕччен тăсăлĕ.

Кăçал республикăри пуканеçĕсем «Константин — 01 или Тайна волшебного яйца» /Д.Андронов/ спектакльпе çула тухнă. Унăн режиссерĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Юлия Мельник. Ку ĕç пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен каласа кăтартать. Ăна пĕлтĕр «Театрсем — ачасем валли» федераци проекчĕ сцена çине кăлармашкăн пулăшнăччĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас