Пуласлăхĕ пурах: 5-мĕш класс хĕрачи "Сентти" конкурсра палăрнă

13 Чÿк, 2018

Нумаях пулмасть Шупашкарти Ф. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинче Пĕтĕм Раҫҫейри тĕрлĕ халӑхсен "Сентти" 2-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта Шупашкар районĕнчи Вӑрман-Ҫĕктер шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Арина Амиршоева  палӑрнă.

"Ҫӳл ту ҫинче ҫил арманĕ" тата "Сĕтелĕрсем ҫинче..." юрăсемпе вăл жюри членĕсене тыткăна илнĕ. "Арина - хитре те уҫӑ саслӑ хĕрача. Тӑваттăмĕш ҫул ĕнтĕ Шупашкар районĕнчи Хыркаси ялĕнчи ÿнер шкулĕнче  вĕренет. Питĕ пултаруллă, пуласлӑхĕ пурах Аринан", - тесе пĕлтерчĕ "Хыпар" издательство çурчĕн хыпарсен службине унӑн вĕрентекенĕ Антонина  Лукина.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас