"Пултарулăх бульварĕ" илемĕпе илĕртрĕ

Кĕрлет, шавлать Шупашкар. "Пултарулăх бульварĕ" илемĕпе, нумай енлĕхĕпе илĕртет. Куравсем, ăсталăх класĕсем - курмалли чылай.
Хăна та сахал мар. Беларуç, Куба, Эстони тата ытти тăрăхран килнисем уява, республика çыннисене саламласа урамсем тăрăх савăнăçлă кулăпа, хаваслă кăмăлпа иртрĕç.
Шупашкар çыннисемпе хăнисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ финанс министрĕн çумĕ Алексей Лавров, Кубăн Раççей Федерацийĕнчи полномочиллĕ посолĕ Херардо Пеньяльвер Порталь саламларĕç.

Иван Моторин Чăваш Енпе Куба Республикине нумай çулхи туслăх çыхăнтарнине, Шупашкар хули Кубăри Санта Клара хулин "пиччĕшĕ" пулнине палăртрĕ. Посол Шупашкарпа Куба хушшинче кĕпер хывма сĕнчĕ.
Сцена çинче Шупашкар хулине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнисене хула юбилейне халалланă медальпе чысларĕç.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас