Пултарулăхĕ иксĕлми

23 Юпа, 2017

Юпа уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче республикăра Инвалидсен професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» I чемпионачĕ иртрĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри сусăрсене /14 çултан пуçласа 65 таран/ пĕрлештерекен ăмăрту иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Японире старт илнĕ. Унтанпа сывлăх тĕлĕшпе хавшакраххисен професси ăсталăхне хаклама май паракан лапамсен йышĕ сарăлсах пынă. Чемпионат паян тĕнче шайĕнче — 45, Раççейре 27 компетенципе иртет. Шкул ÿсĕмĕнчи ачасем ăсталăхăн 6 енĕпе ăмăртаççĕ.

Республикăра пирвайхи хут йĕркелекен ăмăртăва «Абилимпикс» вырăнти центрĕнче — Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче — савăнăçлă лару- тăрура уçрĕç. Чемпионата хутшăнакансемпе экспертсене тупăшу умĕн ырă сунса ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Сергей Кудряшов, ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕн заместителĕ Виктор Ковалев хавхалантарчĕç. Хăнасем асăннă ăмăрту сусăр çынсем обществăран уйрăммăн пурăнма пулта-райманнине черетлĕ хут çирĕплетнине, ăсталăхпа палăрса тăракансемшĕн вăл малашлăха çул уçакан пулăма çаврăнассине палăртрĕç. Колледж директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Николаева хевтесĕррисемшĕн чемпионата хутшăнни хăех çĕнтерÿпе танлашнине ăмăрту вăхăтĕнче çирĕплетме сунчĕ.

Çĕнтерÿçĕ тенĕрен, республикăра мала тухнисен чемпионатăн çĕршыв шайĕнче иртекен ăмăртăвне хутшăнма, Чăваш ен чысне хÿтĕлеме тивĕ.

Куç умĕнчех çуралать илем

Пуçласа иртекен хăйне евĕр ăмăртăва 7 компетенципе йĕркеленĕ. Йывăçа эрешлесси, сĕтел-пукан ăсталасси, повар ĕçĕ, çĕвĕç, ÿнер дизайнĕ, илемлĕ тĕрлесси — професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче йăлана кĕнĕ-ха, массажист пултарулăхĕ енĕпе вара асăннă чемпионатра кăна илтме тÿр килчĕ. Ку енĕпе аслисем, 65 çула çитменнисем, тупăшрĕç.

Студентсем йывăçран ăсталанă япалана эрешлес енĕпе ăмăртрĕç. Акă Глеб Егоров Шупашкарти экономика- технологи колледжĕнче иккĕмĕш çул ăс пухать. Тĕп хуларах çуралса ÿснĕскер коррекци 1-мĕш шкулĕнче вĕреннĕ, алă ĕçĕн асăннă тĕсĕнче малтанхи утăмсене шăпах унта тунă. «Йывăçран илемлĕ япаласем ăсталакан» специальноçа алла илсен хăйĕн профессийĕпех ĕçе вырнаçма ĕмĕтленет схемăна пăхса умри пĕчĕк арчана куç умĕнчех илем кĕртекенскер. Унăн тусĕ, пĕр уйрăмрах вĕренекен Сергей Галкин, Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма каччи, сĕтел-пукан ăсталакан фирмăна ĕçе вырнаçас тĕллевпе пурăнать. Хăма-вĕрлĕк каскалас туртăм пĕчĕкренех илĕртет-мĕн ял ачине.

Çĕвви шăрçа пек пулать

Каччăсем йывăç япаласене эрешпе пуянлатнă вăхăтра хĕрсем çĕвĕç ăсталăхне кăтартассишĕн тупăшрĕç. Пилĕк ăмăртуçăран иккĕшĕ пĕр сăнлăран пырса паллашмасăр чăтаймарăмăр. Татьянăпа Елена Никифоровăсем вун саккăр та тултарман-ха, Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕнче пĕлÿ илеççĕ. Йĕкĕреш Красноармейски районĕнчи Васнарта çуралса ÿснĕ, Çĕрпÿри интернатра вĕреннĕ. Çĕвĕç профессийĕ иккĕшне те килĕшни амăшĕ Светлана Яковлевна хĕрĕсене йĕппе çип тытма ачаранах хăнăхтарнипе çыхăннă тесе шухăшлаççĕ. Ăмăртăва мĕншĕн шăпах вĕсене суйласа илни пирки ыйтсан хĕрсем хуравлама сăпайланчĕç. Вĕсен вĕрентекенĕ Зоя Дмитриева, чемпионатри экспертсенчен пĕри, Таньăпа Лена маларах республикăри професси пултарулăхĕн олимпиадине хутшăннине пĕлтерчĕ.

— Чемпионат — пирĕншĕн те çĕнĕлĕх. Лекалăпа малтанах касса хатĕрленĕ пайсенчен блуза çĕленисĕр пуçне хĕрсен ăна капăрлăх элеменчĕсемпе илемлетме тивĕ,— терĕ Зоя Ивановна. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.