Пултаруллă кадетсем

16 Кăрлач, 2014

Кадетсен Георгий балĕ иртсе кайрĕ пулин те аса илÿсем паян та чуна ăшăтаççĕ-ха. Иртнĕ номерте каламаннине паян хускатăпăр.

Çĕмĕрлери 6-мĕш шкул кадечĕсем - бала уçакансем пулса тăчĕç. Çиччĕмĕшĕнче вĕренекен Таня Маркова, Наташа Федорова тата Александра Павлова кадет класне иккĕмĕш çул çÿреççĕ. Хастарскерсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, хăйсене тĕрлĕ енлĕн аталантараççĕ.

Акă Саша, сăмахран, тĕнчен хуть те хăш кĕ- тесĕнче те хăйне хăтлă туясшăн, çавăнпа акăлчан чĕлхине тарăнрах вĕренет. Пĕр вăхăт ÿнер шкулне те çÿренĕ вăл. Чи çутă ĕмĕчĕсенчен пĕри - дизайнер пуласси. Ÿкерме юратаканскер нимĕнпе те уйрăлса тăман ахаль япаласенчех хăй евĕрлĕх асăрхать, шухăш вĕçевне ирĕке ярса хут çинче тем те пĕр сăнлать. Пирĕштисене ÿкерме юратнине те çак туртăмпах çыхăнтармалла пуль.

Таня вара çăмăл атлетикăпа туслă. Тĕрлĕрен ăмăртăва хутшăнса çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕ сахал мар унăн. Спорт харсăр пулма вĕрентет. Тен, çавăнпах та пуль Таньăна Н.В. Гоголĕн «Тарас Бульба» повеçĕ килĕшет. Унта тăван çĕр-шывшăн нимле йывăрлăх умĕнче те хăраса тăман маттурсем çинчен каланă.

Наташа уроксем вĕçленсенех ÿнер шкулне васкать, киле çитсен хăнăхтарусем пурнăçлать те çыхассипе аппаланма тытăнать. Хĕр ача икĕ шарф хатĕрленĕ те ĕнтĕ, уçăлма тухсан ăна сивĕ пулмĕ. Вулама та юратать вăл, ытларах фантастика хайлавĕсене кăмăллать.

Ачисем кадет класĕнче вĕренме тытăнсан ашшĕ-амăшĕ çав юхăма кĕрсе ÿкнĕ тейĕн, кашни вак-тĕ-векшĕн хăйсене яваплă туяççĕ, пулăшма ялан хатĕр. Çак бала хутшăнма хĕр ачасене илемлĕ кĕпесем çĕлесе параканĕ - Александра Антоновăн амăшĕ.

Уяв мĕн тери пысăк савăнăç парнелени ачасен телейлĕ куçĕсенченех курăнать. «Евгения Павловна Назаровăна пысăк тав! Вăл çав тери ырă та пултаруллă», - терĕç çĕмĕрлесем ташă вĕрентекенне мухтаса.

Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси шкулĕн 10 «а» класс вĕренекенĕсем пиллĕкмĕш çул кадет тумне тăхăнаççĕ. Çăмăллăнах вальс ташлама пултараканскерсем «Формейшен» тата «Балри чи лайăх мăшăр» номинацисенче 2-мĕш, пĕтĕмĕшле зачета шута илсен 3-мĕш вырăна тухрĕç. Ачасем пурте маттур. Александр Васильев вара гитарăпа та ăста калать.

Çак пысăк калăпăшлă та илемлĕ бал кашни ачана хавхалантарать, пурнăç тĕллевĕ патне çирĕппĕн утма пулăшать. Канаш районĕнчи Янкăлч шкулĕнче çиччĕмĕшĕнче вĕренекен Миша Подилкин хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма палăртса хунă, шкул хыççăн çар училищине каясшăн вăл. Ахальтен мар ăна ушкăнра командир пулма суйланă. «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче кадетсем пĕрремĕш вырăна та тухнă.

Бал кĕрлесе иртсе те кайрĕ, çапах кашнин чун-чĕ-ринче ырă та ăшă аса илÿ хăварчĕ вăл. Кадетсем пурте тенĕ пекех килес çул та конкурса хутшăнас кăмăллă. Ун чухне вăл «Ерипен ташламалли акăлчан вальсĕ» ятпа иртĕ. Эппин, хавхаланса та çунатланса халех çитес бала хатĕрленме пуçларĕç пуль-ха вĕсем.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.