Пултаруллисем ĕç шырамаççĕ

29 Çурла, 2018

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нацин «Çамрăк профессионалсем» VI чемпионачĕн финалне хутшăннисемпе тĕл пулчĕ.

Çурла уйăхĕн 8-12 мĕшĕсенче Южно-Сахалинскра иртнĕ ăмăртура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 15 вырăн йышăннă. Пĕтĕмпе çĕршывăмăрăн 70 регионĕнчен çитнĕ команда тупăшнă. Чăваш çамрăкĕсем 7 медаль çĕнсе илнĕ. Чемпионата 55 пине яхăн çын çитсе курнă. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пĕлÿ пухакан Александр Мусатов «Промышленноç автоматикинче» ылтăн медале тивĕçнĕ. Регион асăннă компетенцие пуçласа хутшăннă. Сашăна Шупашкарти «ЭКРА» предприятие ĕçлеме чĕннĕ.

«Аван кăтарту, тивĕçлĕ çитĕнÿ. Çĕнтерÿ хăвăра тупма пулăшать. Эсир пултаруллă та мал курăмлă. Тăван республикăра пурăнмалла, аталанмалла», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăк профессилоналсене саламланă май.

Ăстасем мĕн пур тытăмра кирлĕ. Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕнче пĕлÿ пухакан Александр Кутузов чемпионатра «Профессионализмшăн» медале тивĕçнĕ. «Сантехника тата хутса ăшăтни» компетенцире палăрнă Сашăна чемпионат иртнĕ хуларах ĕç сĕннĕ. Тĕнче шайĕнчи ăмăртура Германи, Швейцари командисем вăйлă. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди те ÿсĕм тăвать. Çитес çул Хусанта иртекен 45-мĕш «Ворлдскиллс» тĕнче чемпионачĕ чи-чи вăйлисене палăртĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас