Пур тĕлте те сухаланман çав...

18 Юпа, 2014

«Кÿршĕпе хутшăн та, чукмарĕ те ал айĕнчех пултăр», – тесе епле тĕрĕс каланă! Кÿршĕсемпе тăвансем пек пурăнни ытларах тĕл пулать-тĕр. Анчах пĕр-пĕр ыйтăва татса памашкăн суда çитнĕ тĕслĕх те сахал мар.

Мĕн унта, кÿршĕре?

Россельхознадзорăн республикăри управленине те кÿршисемпе кăмăлсăрланнă çырусем килсех тăраççĕ. «Чÿрече уçма май çук, тислĕк шăрши сăмсана çурать, тĕрлĕ шăна-пăван явăнать кăна», – тесе пĕлтернĕ пĕр çырура. Юнашар пахчари тислĕк купи канăç памасть иккен.

Çыру йĕрĕпе инспекторсем çийĕнчех асăннă вырăна çитеççĕ. Çырни чăна килнĕ. Анчах та лару-тăру çав тери япăхах мар. Тислĕк шĕвекне юхмашкăн канав та чавнă. Кÿршĕ çĕрне сиен кÿмен. Эппин, явап тыттарма сăлтав çук.

Ытти çулсенче те çăхав сахал мар пулчĕ. Çынсене кÿршисен çумланса кайнă лаптăкĕсем вĕчĕрхентереççĕ. Ара, хыт-хура вăрлăхĕ юнашар пайсене те лекет, тымарĕпе те сарăлни паллă. Пăшăрханмасăр, пахча çимĕç тухăçĕ чакать – ку пĕрре, пулăхлă сий сиен тÿсет – çакă та тарăхмалли тепĕр сăлтав.

Лаптăкра йăлари хытă каяшсен куписем ÿссе ларни пирки те систереççĕ çут çанталăк тасалăхĕшĕн çунакансем. Вăрçăнмасăр май та çук: çĕр япăхланать тата пушар тухас хăрушлăх пысăк.

Кăçал кунашкал йĕркесĕрлĕх пирки Шупашкар районĕнчен пĕлтерчĕç. Шăмăш ялĕнчи хурăн катин территорийĕнче темле организаци производство каяшĕсене тухса пăрахни пирки систерет вăл. Административлă тĕпчев ирттернĕ специалист çакăншăн яваплă çынна тупма та, йĕрке тăрăх явап тыттарма та пултарнă.

Тепĕр хыпар та çак районтанах. Çынсем Ассакасси тата Чĕркаш ялĕсем çывăхĕнчи çĕрсем çине кайăк-кĕшĕке тирпейленĕ хыççăн юлакан ăпăр-тапăра /пуç-ура, çунат, тĕк-мамăк/ пăрахнишĕн хирĕçеççĕ. Çавăнтах каяшне те, çăмарта хуппине те пăрахаççĕ иккен. Ку хутĕнче те ятарлă тĕпчевсĕр май килмен.

Çÿп-çап та, çум курăкĕ те...

Республикăри хăш-пĕр ял тăрăхĕнче те административлă тĕпчев пуçарма сăлтавсем тупăннă. Комисси Канаш районĕнчи Атнаш ял тăрăхĕнче тĕрĕслевпе пулнă. Хивре сăмах Шăхасан ял тăрăхне те лекнĕ. Унта 0,12 гектар çинче çÿп-çап купи тавралăха вараланă. Ку вара Çĕр кодексĕн 12-мĕш, 13-мĕш, 42-мĕш статйисене, федерацин «Тавралăха упрасси çинчен» саккунĕн 51-мĕш статйине, федерацин «Производство тата йăлари каяшсем çинчен» саккунĕн 13-мĕш статйине тÿрреммĕнех пăсни. Çакăншăн айăплине палăртмашкăн тата ытти саманта уçăмлатмашкăн çав вырăнта тепĕр хутчен таврăннă. Ку йĕркесĕрлĕхшĕн 2 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Атнаш ял тăрăхĕнче те асăрхаттарусăр пулман: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче темиçе тĕлте тислĕк тирпейсĕр выртнă.

Патăрьел районĕнче пĕр хуçалăха тĕрĕсленĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт çывăхĕнче пластик тата кантăк кĕленчесем, йывăç-тĕмĕн тункати-турачĕ, пĕрене турпасĕ-касăкĕ, полиэтилен юлашкийĕ, çĕрсе кайнă сухан-севок пăрахнă вырăна асăрханă. Кунта пурăнакансем каланă тăрăх - ял тăрăхĕн администрацийĕ çÿп-çапа ятарлă вырăна кайса пăрахассине япăх йĕркеленĕрен çакнашкал ÿкерчĕк яла сăнсăрлатать.

Муркаш районĕн администрацийĕнчен килнĕ çыру та тимлĕхсĕр юлман. Ильинка ял тăрăхĕнче арендăна илнĕ çĕр çинче йывăç-тĕм, çум курăк ешĕл ларать тесе пĕлтернĕ çырура. «Чăн сăмахăн суйи çук», – каларăш шăпах вырăнлă кунта. Анчах та арендатора явап тыттарма май килмен. Административлă тĕпчев ирттерессине пĕлсенех вăл 49 çула арендăна илнĕ лаптăкран «хăтăлма» васкать. «Васкать» тесех калас килет. Административлă тĕпчев ирттересси пирки калакан асăрхаттару хутне çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче алă пуснă тăк аренда килĕшĕвне пăрахăçласси çинчен калакан килĕшĕве - çурлан 19-мĕшĕнче.

Куславкка районĕнче вара кăпăшка çĕре тăмпа хутăштарса янă тĕслĕхе тĕпченĕ. Муркар ялĕ çывăхĕнче çĕр айĕнчен Тутарстанри пĕр предприяти тимĕр пăрăхсем кăларнă. Анчах та траншейăна йĕркеллĕ хупласси пирки пăшăрханман. Вырăн-вырăнпа тарăн путăксем тăрса юлнă. Пулăхлă сийе демонтаж ĕçĕсене пуçличчен уйрăм çĕре купаласа хумалла пулнă-ха та. Çак йĕркене пăхăнманнине пула авă лайăх тăпра тăмпа хутăшса кайнă та. Хупласа çитереймен траншейăна пула çур аки ирттерме те питĕ кансĕр пулнине палăртнăччĕ çĕре арендăна илнĕ хуçалăх ĕçченĕсем. Паллах, вырмара та чăрмав кÿнĕ çак 1,9 километра тăсăлакан лаптăк.

Кăçал 30 яхăн административлă тĕпчев ирттернĕ. Тĕрĕссипе, паянхи кун та тĕрĕслевре инспекторсем. Çавăнпа та çакăнпа кăна пăнчă лартас килмест.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.