Пурнăç хÿри пăрăнăç

15 Кăрлач, 2016

Иван Тихонович Тихонов Муркаш районĕнчи Тури Панклире 1941 çулта çуралнă. Ачаран тăван тавралăха, çĕре юратса ÿснĕ. Механизатора вĕреннĕ хыççăн çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Казахстанра çерем уçнă çĕре те хутшăннă. Çартан таврăнсан агронома вĕренсе тухнă. Вăл вăхăтра Панкли «Ленинец» колхоза кĕнĕ. Пултаруллă специалист хуçалăх агрономĕнче, ертÿçĕре ĕçленĕ. 1976 çулта колхоз «Ударник» совхозпа пĕрлешнĕ. Иван Тихонов Панкли уйрăмĕн управляющийĕнче, кайран тĕп агрономра вăй хунă. 30 çул ытла асăннă ĕçре тăрăшнă вăл. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çак тапхăрта хуçалăх пысăк тухăçлă тырă туса илессипе республикăра та палăрнă. Ĕç ветеранĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль лармасть, ачалăхĕ, йăхĕ пирки асаилÿ çырать. Иван Тихоновăн хăш-пĕр ярăмĕпе паллаштарар-ха.

Ĕнерхи тăшмансем - паянхи хăтапа тăхлачă

Манăн асатте, Мирон Тимофеев, çирĕп сывлăхлă, ĕçчен çын пулнă. Ăна ялта хисепленĕ. Хушма хуçалăхра икĕ лаша, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, хурт-хăмăр йышлă тытнă. Абрам, Лука, Мирон, Ехрем пĕртăвансем килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Уявсенче кĕрекене яланах пĕрле пуçтарăннă.

Асатте мана, мăнукне, юратнă. Мĕн ачаран эпĕ вăхăта ытларах асаттепе асанне патĕнче ирттернĕ. Атте, Тихон Миронович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Ăна Украинăри Тараща хулинче пытарнă. Ватăсем пĕртен пĕр ывăлне çухатнă хыççăн манпа чунĕсене уçнă, йăпатнă. Асатте маншăн атте вырăнĕнче пулнă. Пушă вăхăтра пулни-иртнине аса илсе каласа паратчĕ. Ăрусем хушшинчи çыхăнăва татма паман. Вăл каланисем халĕ те асрах.

1920 çулхи кĕркунне Мирон Тимофеев икĕ лашине вăрман хĕррине курăк çиме кăларса янă. Анчах каçа хирĕç пĕри çухалнă. Ун чухне хресчен хуçалăхри мĕнпур ĕçе урхамахпа тунă: акнă, сухаланă, турттарнă тата ытти те. Ăна усрайманнисем ыттисенчен вăхăтлăх тара илнĕ. Çав тапхăрта хуçалăхра уйрăмах кирлĕ выльăха вăрласси анлă сарăлнă. Асатте çухалнă утне республикăри пасарсем тăрăх шыранă. Пĕррехинче Çĕрпÿ пасарне çаврăнса çитнĕ. Унта ярмăрккăна килнĕ вун-вун лаша тăнă. Вĕсене кăкарнă ретпе вăраххăн сăнаса утнă вăл. Кĕçех пĕри кĕçеннĕ, ахăртнех, хуçи çывхарнине сиснĕ. Мирон Тихонович та утне тÿрех палланă.

Урхамаха Çĕрпÿ хĕрĕ вăрланă иккен. Вăл манăн кукаçин - Кирилл Гордеевич Гордеевăн - садĕнчи панулмие пуçтарса ытти çынсемпе Хусана турттарнă. Сад çывăхĕнчи ешĕл курăк çинче çÿрекен утсене курсан чăтайман, вăрлама шутланă. Пĕрне çăкăрпа астарса тытнă та йĕвен тăхăнтартнă. Хăйĕн лаши çумне йĕвен вĕçĕпе çыхса Çĕрпÿ енне вĕçтернĕ.

Асатте пасартах милиционера тупса пăтăрмахпа паллаштарнă, унтан лавсем çине ларса, çав шутра вăрă та, Муркаш районĕнчи Тури Панклие таврăннă. Ял хапхинчен урхамаха хăйне кăна кĕртсе яраççĕ. «Енчен вăл сан çурт патĕнче чарăнсан, пускилсем выльăх хуçине çирĕплетсен кăна лашана тавăраççĕ, хĕрарăма вăрланăшăн айăплаççĕ», - тенĕ-мĕн милиционер. Ут тăван хуçалăхне çăмăллăнах шыраса тупнă, кÿршĕсем вăл камăн пулнине каланă. Йĕрке хуралçи хĕре Çĕрпĕве лартса кайнă. Суд туса хайхине 7 çуллăх тĕрмене хупнă.

Вăхăт иртнĕ май хĕр тĕрмерен тухса тăван енне таврăннă, качча тухнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Пĕр ывăлĕ, Николай Сытов, 1926 çулта çуралнăскер, Шупашкарта ĕçе вырнаçнă. Пурнăçăн хÿри пăрăнăç тенĕ. Николай хулара асаттен хĕрĕпе, Феня Мироновнăпа, паллашса çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр Шупашкарта Б. Хмельницкий урамĕнче çурт лартнă.

1950 çулта çĕнĕ çурта куçнă ятпа тăванĕсене хăнана пуçтарчĕç. Уява асатте лаша кÿлсе мана, 9 çулти мăнукне те, лартса кайрĕ. Çурчĕ хула хĕрринче ларатчĕ. Пÿрт умĕнче сип-симĕс курăк ашкăрса ÿснипе асатте ута тăварса çиме ячĕ. Çав хушăра çуртран хĕрарăм тухрĕ, хăйĕнпе паллаштарчĕ, тăхлачă-мĕн. Вăл пире лашана вăрласа каясран картана хупма сĕнчĕ. «Эпĕ лаша çухатса курнă, Çĕрпÿ хулинче шыраса тупрăм», - терĕ асатте ун сăмахĕпе килĕшмесĕр. «Эпĕ вара 30 çул каялла урхамах вăрланăран 7 çул тĕрмере ларса тухрăм», - хуравларĕ хĕрарăм. Кайран кĕрекере çак калаçу патне каллех таврăнчĕç. Сăмах-юмах сÿтĕлнĕ май асатте тинех хăй умĕнче хайхи лаша вăрри тăнине ăнланса илчĕ. Пулни-иртнишĕн пĕр-пĕринчен каçару ыйтрĕç. Ĕненме йывăр, виçĕ теçетке иртсен кĕтмен çĕртен хайхи тăшмансем хăтапа тăхлачă пулса тăчĕç.

 

Ĕçченлĕх ырлăх мар, хурлăх кÿнĕ

Кун-çула тишкерме утса тухнă çула çаврăнса пăхмалла. Ĕмĕр иртсе пырать, кунсем юлаççĕ. Пурнăçра аса илмелли, пĕтĕмлетмелли пулăмсем пайтах. Хăш-пĕр чухне пурне те ĕненме те йывăр. Анчах чăнлăхран пăрăнаймăн.

1920 çулта кукаçи, Кирилл Гордеевич Гордеев, Сурăм вăрманĕ хĕрринче 2 гектар çинче сад çитĕнтернĕ. Çав лаптăкрах икĕ хутлă çурт çĕкленĕ. Аялти хутĕнче улма-çырла упрамалли путвал тунă. Унсăр пуçне çуртпа юнашар часавай, пулă ĕрчетме пысăках мар кÿлĕ те пулнă. Хальхи вăхăтпа илсен çĕр çинче чăн хуçа, фермер, пулса ĕçленĕ. Вăй-халне, сывлăхне шеллемесĕр иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкнă. Улмуççи, крыжовник, хурлăхан, çĕр çырли ÿстернĕ. Туса илнĕ çимĕçе Хусана ăсатнă. Улма-çырлана çулсерен Комсомольски районĕнчи лавçăсем турттарнă. Вĕсем çулла-кĕркунне вуншар лавпа тутлă çимĕçе Тутарстанăн тĕп хулине çитернĕ. Кукаçие хушма хуçалăхра туса илекен продукцие вырăнтах тирпейлесси те канăç паман. Садри улма-çырларан эрех хатĕрлесе кăларма пĕчĕк завод хута яма ĕмĕтленнĕ. Ăна тума укçа пуçтарнă. Анчах çĕршыври пăтрашуллă тапхăр, революци хумĕ ĕмĕтне тĕпрен аркатнă. Çĕнĕ пурнăç пăтăрмахĕ чăвашсене те пăлхатнă. Çак самантпа усă курса хăшĕ-пĕри пĕр-пĕрне тапăнма, тавăрма тытăннă. Ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ çынсемех кулак пулса тăнă. Совет влаçне хирĕç тесе вĕсене айăпланă, хуçалăхĕсене аркатнă. Пăтрашуллă тапхăрта кукаçине те халăх тăшманĕ тесе арестленĕ. Вăрнар районĕнчи Калинино салинчи масар çине илсе кайса хăйне валли шăтăк чавтарнă та персе пăрахнă. Çак хăрушă ĕçе /1921 çулхи нарăс уйăхĕ/ асатте, Мирон Тимофеевич, курнă. Ун чухне вĕсем хăталлă пулман. Анне, Анна Кирилловна, ашшĕне персе вĕлернĕ хыççăн çу уйăхĕнче çуралнă. Вĕсен садне аркатайман, анчах кукаçи пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă пурлăхне 12 лавпа турттарса кайнă. Садри улми-çырлине халăх татса пуçтарнă, Хусана ăсатма тытăннă. Ĕçченлĕх, ырми-канми тар тăкни, укçа тума пултарни кукаçи пурнăçне тискерле татнă.

Илья Яковлев çырса илнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.