Пурнăç мĕнешкел хаклине çирĕплетекен фильм кăтартрĕç

1 Çĕртме, 2019

Чăваш Ен кадет корпусĕнче Борис Грачевскин "Крыша" илемлĕ фильмне кăтартрĕç.

Çапах ашшĕ-амăшĕ e çамрăксем валли ÿкернĕ-ши ку ĕçе? Пĕр ашшĕ фильма чарма ыйтсах сăмах илни режиссера килĕшмерĕ. Борис Грачевский ĕçе вĕçне çитиччен курсан тин шухăша палăртма сĕнчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ăна çак ĕçе экран çине кăларнăшăн педагогсем те, шкул ачисем те тав турĕç. Ку фильма 31 кунра ÿкернĕ. Сценарие чăн пурнăçри пулăмсене тĕпе хурса çырнă. "Крыша" фильм пурнăç мĕнешкел хаклине ăнланса илме пулăшать.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас