Пурнăçпа вилĕм хушшинче

23 Юпа, 2018

Совет салтакĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче нимĕçсен тыткăнĕнче нуша тÿснĕ.

Чуралăхра. Миçен?

Иртнĕ тапхăрта пĕтĕм чун-чĕререн курайман тăшманпа фашистсен пусмăрĕнче те кĕрешнĕскерсен — сăмахран, М.М.Джалиль, Д.М.Карбышев, М.П.Девятаев, ытти хăш-пĕр герой — паттăрлăхĕпе тата хăюлăхĕпе çеç паллаштарнă. Тĕпрен илсен авторсем тыткăнрисен пурнăçĕн синкерлĕ енне уçса паман. «Пирĕн аттесене, пиччесене, аппасене манăçа кăларчĕç. Вĕсем çуралман-ши, пурăнман-ши?» — ыйтнă нумайăшĕ вăрçă хыççăн.
Тыткăна лекнĕ çар çыннисен шутне пуçласа СССР Генеральнăй прокурорĕ Р.Руденко 1969 çулта «Манăçманнисем» статьяра /«Правда» хаçат, 24.03.1969 ç./ пĕлтернĕ: 3,9 миллион ытла. 1985 çулта, çĕршывра çĕнетÿ тапхăрĕ пуçлансан, никама та кăтартман документсемпе, чикĕ леш енчи тĕпчевсемпе паллашма ирĕк панă. 1988 çулта Б.Соколов профессор халăх умне çак цифрăсене кăларнă — 5,8 миллион, çав шутран 3,3 миллион çар çынни пурнăçран уйрăлнă. Историк 2001 çулта «Тайны второй мировой войны» кĕнекере /231 стр./ ку цифрăна татах пысăклатнă — 6,3 миллион.
1990 çулсенчи тата XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи йышлă тĕпчевсем пĕр шухăш патне пырса тухма пулăшман. Пĕтĕмлетÿ 4-6,3 миллион çинче чарăнса тăнă. Тĕрлĕрен шутланине архив докуменчĕсемпе усă курмалли пĕр методика пулманнипе ăнлантармалла. Апла-и, капла-и — паян официаллă статистика 4,5 миллион командирпа салтак тыткăнра асап курнине пĕлтерет.
Фашизм чуралăхне Чăваш Енрен миçен лекнине хальлĕхе тĕрĕс калаймастпăр. Республикăн «Астăвăм» кĕнекинче 47006 çын хыпарсăр çухалнине палăртнă. Пĕр пайĕ фашистсен тыткăнĕнче пулнă. ЧР Патшалăх истори архивĕнче 6055 репатрианта вăрçă çулĕсенче тата хыççăн çĕршыва тавăрса фильтрацилеме пуçарнă ĕçсем упранаççĕ. Кунсăр пуçне РФ Оборона министерствин тĕп архивĕнче тыткăна лекнине тата чуралăхра пурнăçран уйрăлнине çирĕплетекен 1500 документăн электрон варианчĕ пур.
Пĕтĕмлетме çăмăл мар. Тĕп архиври документ тăрăх — Вăрмар районĕн çар комиссариачĕ Хĕрлĕ Çара илнĕ Михаил Аверьянов хыпарсăр çухалнă. Анчах ăна тыткăнран çĕршыва репатриациленĕ хыççăн фильтрацилеме пуçарнă ĕçĕн материалĕ упранать. Фронтовик хыпарсăр çухалман! Вăрçă хыççăн Чăваш Ене урăх регионтан пурăнма куçса килнĕ е Хĕрлĕ Çарта пулман тата нимĕçсем чуралăха хăваласа кайнă пирки кайран фильтраци витĕр тухнă граждансем тĕлĕшпе пуçарнă ĕçсем те ЧР Патшалăх истори архивĕнче вырăн тупнă. 1945 çул хыççăн Тĕп архива панă нумай карточка тыткăнра пулнисен шăпине туллин уçăмлатаймасть, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсем ăçта çуралнине допросра тĕрĕс каламан.

Фильтраци витĕр

Йăнăшма пултарассине малтанах палăртса республикăра çуралнисем тыткăнра чи сахал — 7500, ССР Союзĕнче Хĕрлĕ Çара 34476700 çынна мобилизациленине, ку шутран 4559000-шне е 13,2 процентне тыткăна илнине тĕпе хурсан тата çак пропорципе шутласан Чăваш Енре çитĕннисем чи нумай 27486-ăн пулнă теме юрать.
Тыткăнран таврăннисене пурне те çирĕп айăпланă текен шухăш обществăра 1980-1990 çулсенче анлă сарăлнă. Манăн çак шухăшпа килĕшес килмест. Ентешсен шăпине чи малтан тĕпченĕ Г.Александров ăсчах шухăша ытлашши пысăклатса пĕтĕмлетнĕ /«История Чувашии новейшего времени» кĕнеке, I том, 254 стр./: «Тыткăна лекнисенчен пурте тенĕ пекех вăрçă хыççăн тăван тăрăха таврăннă. Влаç вĕсене çĕршыва сутнăшăн айăпланă, çывăх çыннисемпе тăванĕсене пĕрмай ура хунă. Ытларахăшĕ хăрушсăрлăх органĕсен тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, айăплав тапхăрне лагерь-сенче ирттернĕ хыççăн тăнăç пурнăçа таврăннă».
Сталин саманине ревизиленĕ 1990 çулсенче çуралнă çак штампсене юлашки вăхăтра çĕнĕрен хакларĕç. Совет лагерĕсенчен ирĕке кăларнисен пысăк пайĕ Хĕрлĕ Çарта хĕсмете малалла тăснă е тăшман юхăнтарнă халăх хуçалăхне çĕклеме, производствăна ÿстерме хутшăннă. Çĕршыва, совет влаçне, Хĕрлĕ Çара хирĕçле преступленисемшĕн вĕсен пысăк мар пайне çеç судпа айăпланă. Миçе çынна? Республикăра çак ыйтăва тĕпчемен. Хурава асăннă архивра тата тыткăнра пулнисен аса илĕвĕсенче шырарăм. Вĕсенчен пĕрин Иван Скобелевăн мемуарне /«Чуваши и татары в логове фашистов», «Республика» хаçат, 2003 ç., 23-27 №№/ асăнас килет. Ăна пичете В.Н.Алексеев публицист хатĕрленĕ.
И.Скобелев чăваш, Оренбург облаçĕнчи Кăрми ялĕнче çуралнăскер — Хĕрлĕ Çарпа çапăçма туса хунă Атăлçи-тутар /Идель-Урал/ легионĕн хастарĕсенчен пĕри. Тыткăнран хăтăлнисем совет судĕнчен еплерех приговора тивĕçнине те çырса кăтартнă мемуарта. СССРа мĕнлерех репатриациленине çутатакан тепĕр кĕнеке — «Как я был в немецком плену» /2008 ç./. Авторĕ — Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă Юрий Владимиров.
Çак мемуарсенче рабочи батальонĕсенче 1945-1946 çулсенче ĕçленипе тĕплĕн паллаштарнă. Вĕсем «нимĕçсемпе çыхăнса ĕçленисене пурне те уголовлă майпа явап тыттарнă» текен шухăша сирме пулăшаççĕ. Нимĕçсен лагерĕнчи тăлмач Владимиров хăйĕн ирĕкĕпе Германишĕн ĕçлеме рабочи командине çырăннă, çапах ăна çирĕп айăпламан.
Тыткăнрисене 1944 çултан пуçласа тавăрнă. Чăн та, фильтраци пункчĕсене маларах, тăшман çавăрса илнĕ «хурансенчен» çăлăнса тухнă офицер-салтака тата тыткăнран тарнисене Хĕрлĕ Çар чаçĕсемпе пĕрлешсен, тĕрĕслеме уçнă. СССР шалти ĕçсен халăх комиссарĕ Л.Берия 1941 çулхи раштав уйăхĕнче «Хĕрлĕ Çар хĕсметĕнче тăнă, кайран тыткăнра тата тăшман «хуранĕнче» пулнă çынсем валли ятарлă лагерьсем тăвасси çинчен» хушу кăларнă. Фильтрацилеме виçĕ кун хушшинче нумай облаçра ятарлă лагерь уçнă. Вĕсем кăмпасем пек шăтса тухнине вăрçăн пĕрремĕш çулĕнче тыткăнран вĕçерĕнсе тухакансем йышлăн пуçтарăннипе ăнлантармалла. Хĕрлĕ Çар нимĕçсене 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Мускав патĕнчен хăвалама пуçласан пурне те çав пунктсене яма тытăннă.

Абвер агенчĕ

Мĕншĕн? Тыткăн-«хуранран» çăлăннисен хушшинче Хĕрлĕ Çара хирĕçле преступлени тунисем, тăшман разведкин агенчĕсем пытанма тăрăшнă. Паллах, ертÿçĕсем вĕсене тăрă шыв çине кăларса явап тыттарма тĕллев лартнă. Командира вĕлерсе нимĕçсен енне каçакан, атакăна çĕкленес вырăнне траншейăра выртса юлса çĕрле çапăçу хирĕнчен таракан пĕр çын çеç пухăнман. Улатăр районĕнче çуралса ÿснĕ салтак 1941 çулхи утă уйăхĕнче 10-мĕш арми йышĕнче Белосток хули патĕнчи «хуранта» еплерех шар курни тĕслĕх вырăнне пултăр. Вăл хĕсметре тăнă 169-мĕш полк, нимĕçсем çавăрса илнĕскер, аслă командирсемсĕр вун сакăр талăк «çапкаланнă». Ытларахăшĕ нимĕçсемпе çапăçса пуç хунă. Улатăр каччи винтовкине пăрахса тарнă. Вăрман витĕр тухнă чухне ăна фашистсем тыткăна илнĕ.
Пăрачкав тата Етĕрне районĕсенче çуралнă тăватă салтак аллинче винтовка, пиçиххи çумĕнче патронсем пулнă, анчах тăшманпа çапăçмасăрах Минск патĕнче парăннă. «Нимĕçсене асăрхасанах чĕрĕ юлас тесе патне пытăмăр, хĕç-пăшала çĕре пăрахса тыткăна лекрĕмĕр», — ăнлантарнă вăрçă хыççăн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.