Пуррине упрамалла

28 Çĕртме, 2014

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ - Республика кунĕн тĕп саманчĕсенчен пĕри. Çирĕм иккĕмĕш хут иртрĕ вăл Чăваш Енре. Пĕрремĕшне уявлани те куç умĕнчех-ха. Çак "çăл куçа" йĕркелекенсем виçĕ регионти халăх пултарулăхĕн хастарĕсем пулчĕç. Ун чухне фестиваль "Атăлçи çăл куçĕсем" ятпаччĕ. Вăл наччасрах анлă Атăл пек мăнаçланса кайрĕ, хăйĕн техĕмлĕ "шывĕпе" чунăмăрсене канăç кÿчĕ. Раççейри, Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи халăх пултарулăх коллективĕсем çеç мар, чикĕ леш енчен те килме пуçларĕç Авалхи пăлхар тăхăмĕсем патне. Тĕрлĕ çулта фестивале АПШ, Турци, Египет, Германи, Эстони, Итали, Словаки, Намиби, Беларуç тата ытти çĕр-шыв ансамблĕсем хутшăннă.

 

Кăçалхинче, çирĕм иккĕмĕшĕнче, Шупашкарăн тĕп тÿремĕнче чăваш ташшине Раççейĕн 30 регионĕнчи тата Чăваш Енри 49 коллектив /унта çĕр-шыври, тĕнчери 100 ытла халăх çынни хутшăнчĕ/ ташларĕ! Кун пеккине тата ăçта курма пулĕQ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ те иккĕмĕш хут кĕрлесе иртрĕ ватă Шупашкарăмăрта. Кăçал вăл Хĕрлĕ тÿреме çитрĕ. Çакă - хăйне евĕрлĕ çитĕнÿ. Çĕрпе суха туйне хальхинче Раççейри тата республикăри 50 ытла коллектив /1000 çын ытла/ хутшăнчĕ.

 

Çав вăхăтрах Наци музейĕн картишĕнче декораципе хушма искусствăн "Руç ăстисем" вун иккĕмĕш конкурсĕ иртрĕ. Унта вара 53 ал ĕç ăсти 13 регионтан тата Чăваш Енрен пуçтарăннă. Çĕнтерÿçи - Иваново пики Любовь Степанова - хăйĕн "Телей кайăкне" вырăс тата чăваш çĕввисемпе илемлетсе халăхсен туслăхне халалланă.

 

Республика кунĕпе çыхăнтарнă мероприятисен хушшинче пуçласа тĕл пулаканнисем те сахал марччĕ. Эпир халĕччен ачасен Акатуйне ирттерменччĕ. Паллах, вăл аслисен пуçарăвĕпе, кĕçĕн çултисене хистесе явăçтарнипе тунăскер пулĕ-ха. Çапах та пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăкS çитĕнекен ăрăва иртнĕ кун-çулăмăр пирки аса илтернипе, аваллăхри йăла-йĕркене çывăхлатнипе, ача-пăча фольклорне чĕртсе тăратма ăнтăлнипе. Пĕлччĕр паянхи шăпăрлансем вĕсен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ мĕн юрласа, выляса, ташласа çитĕннине. Килĕшет тĕк - малалла тăсчăр.

 

Кăçал Шупашкара "МузЭнергоТур" фестиваль-гастролер пуçласа кĕрсе тухрĕ. Раççейри, Испанири, Португалири, Швейцарири, Италири, Арменири хальхи вăхăтри 19 музыкантăн произведенийĕсен программи авалхи фольклор теминчен пуçласа авангард таранах пулчĕ. Раççей халăхĕсен йăли-йĕркисемпе традицийĕсен "Фолкстейшн-Чебоксары" фестивалĕ те Республика кунĕн уяв программинче пурччĕ. Раççейĕн сакăр хутлăхĕнчи 13 этноушкăн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

 

Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем вĕçленсе пыраççĕ, пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт. Анчах ыйту çуралать, мĕнле виçепе пахаламалла-хаQ Халăхăн туйăмне тĕрĕс палăртма пултаракан хатĕр пур-и?

 

"Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăннисем те, "Руç ăстисем" конкурса килнисем те, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне пуçтарăннисем те Шупашкарпа киленнине, вăл хăтлă, илемлĕ, таса пулнишĕн кăмăллине пĕлтерчĕç. Хăнасем пирĕн хулана килĕштернишĕн эпир те хĕпĕртетпĕр. Çакă - хамăра хакланиех-çке. Манса каяр марS яланах çапла пулман Шупашкар, çак илем тÿперен вĕçсе анман. Вăл пурнăçа мĕнле кĕрсе пынине хамăр куçпа курса тăтăмăр.

 

Çак кунсенче тĕп хулара иртнĕ мероприятисене ятарласа ятран палăртса тухрăм. Унта шăраннă юрăсене, кĕвĕ-çемĕсене укçа çине куçарма нимĕнле сум та çитмĕ. Чун-чĕре, ăс-хакăл, кăмăл-сипет енĕпе çыхăннă ĕçсем - вилĕмсĕр, яланлăхах. Пирĕн тĕллев ансатS мĕн пуррине упрамалла тата малалла ăнтăлмалла. Вара эпир этемле - ыттисене тĕлĕнтермелле, ăмсантармалла - пурăнăпăр. Хамăр та, паллах, киленÿ тупăпăр.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.