Пуҫаруллӑ лидерсем кирлӗ

8 Çу, 2020

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вячеслав Борисов "Раççей лидерĕсем" конкурс финалисчĕсемпе тĕл пулчĕ.

"ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе республикăра çамрăк лидерсене тупса палăртас тĕллевпе икĕ конкурс иртет. Пире пур сферăра та ертÿçĕсем кирлĕ. Конкурса хутшăнакансен хушинче вĕсем пурах. Тĕрлĕ конкурс витĕр тухнă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă професионалсен опычĕ çамрăксене çитĕнÿсем тума, пысăк ĕçсене пуçăнма хавхалантарать. Эсир весемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр. Çамрăк лидерсен потенциалӗпе республика аталанăвĕшĕн усă курмалла", - терĕ вăл.

Калаçăва "Раççей лидерĕсем" конкурс представителĕ Оксана Ачкасова, вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев хутшăнчĕç.

Дмитрий АРСЮТОВ, офтальмологи больницин тĕп врачĕ:
"Ку конкурссем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пуçаруллă çамрăксем çитмеççĕ. Вĕсем çук мар, çапах вĕсене палăрма май памалла. Опыт пуррисен çамрăксене пулăшса пымалла".
www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас