Пыл вăрланă… 440 банка!

11 Раштав, 2018

Вăрнар районĕнче 440 банка пыл вăрланă виçĕ арçынна тытса чарнă. Вĕсен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Тавар турттаракан пуйăса çаратни Сергач станцире палăрнă. Икĕ сехет маларах пуйăс Вăрнар станцийĕнче ларнă, транспорт полицийĕн ĕçченĕсем тÿрех унта çул тытнă. Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра йĕрке хуралçисем чукун çул çывăхĕнче 440 банка пыл тупнă. Вĕсене типĕ курăкпа, туратсемпе хупланă. Çавăн чухнех 26-ри арçынна ярса тытнă. Хайхискер банкăсене машинипе илсе кайма хатĕрленнĕ. Тепĕр икĕ вăрра та тупма май килнĕ.

Арçынсем ниçта та ĕçлемен, унччен те судпа айăпланнă-мĕн. Хайхискерсем каланă тăрăх, вĕсем станцие каçхине çитнĕ. Контейнерăн ятарлă хатĕрне касса илнĕ те шала кĕнĕ, 87 пин тенкĕлĕх пыл вăрланă. «Хура ĕç» тунăскерсене 5 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Vk.com сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас