«Раççей пирки шухăшлатпăр-ха, аннесем пирки пуçра та çук!..»

5 Раштав, 2013

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Арсений Тарасов пьеси тăрăх лартнă «Мунча кунĕ» спектакль премьери пулчĕ. Режиссерĕ тата илемлĕх ертÿçи _ СССР халăх артисчĕ, РФ тата ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев. Режиссерĕ _ Наталия Сергеева. Композиторĕ _ ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РФ тата ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Николай Казаков.

Ятĕнченех шухăшласа илетĕн: эппин, мунча хутнă кун пысăк пĕлтерĕшлĕ темĕнле ĕç пулса иртет. Чăнах та, çак кун Кĕтерукăн (РСФСР, ЧАССР халăх артистки Нина Яковлева) ывăлĕсем иккĕшĕ те тăван килне пуçтарăннă. Пĕри, Георгий (Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров), мунча хутать. Виталие (Сергей Павлов) ăс-тăн пăтраннипе аптăракан амăшĕ паллаймасть: «Ăçтан килсе çакланчĕ ку этем пирĕн тĕле?» _ тесе Георгий çине çăлăнăç шыранăн пăхать. Вăл хăйĕн ывăлĕ пулнине пĕлсен: «Манăн тепĕр ывăл та пурччĕ-и?» _ тесе тĕлĕнет. Ултă çул тăван килте пулман, çар ĕçне парăннă Виталий тинех тăна кĕрет тейĕн. «Раççей пирки шухăшлатпăр-ха, аннесем пирки пуçра та çук», _ тет вăл. Шăпах амăшĕ пирки канăç тупаймаççĕ те вĕсем, мунча хутнă кун. Георгий арăмĕ _ интеллигенци таврашĕ, яла пырса та курăнасшăн мар. Виталий вара _ Раççей çарĕн офицерĕ, тăван ялне куçса килсен карьерипе сыв пуллашма пултарать-çке. Тепĕр тесен, вăл час-час килсе те çÿреймест, аякра пурăнать. Çак хĕрÿ тавлашу мунчара пулса иртет. Мисаил (Евгений Урдюков) ÿкĕте кĕртнипе Кĕтерук кинеми çак калаçăва илтет. Ывăлĕсене хăйсен пурнăçне йĕркелеме чăрмантаратăп тесе хурланса ÿкет. «Эпĕ хамăнне Турри касса панă чĕлле çисе янă ĕнтĕ, тĕпренчĕкĕсене пуçтарасси кăна юлнă», _ тет Кĕтерук. Хăйне сарă çулçăпа та танлаштарать вăл: кивви татăлса ÿкет те çĕннине çул парать. Çавăнпа ачисене хăйĕн пирки кулянтарас мар тесе килтен тухса кайма тăв тăвать.

Спектакле чĕрĕлĕх кĕртекен, хурланакан чуна йăпатса вар хытиччен култаракан сăнар _ Мисаил, кÿршĕ ачи. Чĕлхесĕрскер, мĕн калас тенине пĕтĕмпех пит-куçа хускатса _ алăсемпе хăлаçланса тата пыр тĕпĕнчен тухакан сассипе кăшкăрса ăнлантарать. Питĕ правур хăй. Çара лекнĕ пулсан ыттисемшĕн тĕслĕх пулмаллаччĕ. «Бизнес вăл бизнес, унта хĕрхенсе тăмаççĕ», _ тет Георгий вăл Виталий енчĕкне йăтса тарсан. Мисаил айванкка пулсан та çак йĕркене чухлать. «Вăт, ухмах тесе кала ăна çакăн хыççăн», _ тĕлĕнет укçасăр юлнă çар çынни. Ăс-тăн енчен катăкрах пулсан та чĕлхесĕрскерĕн чунĕ пысăк. Енчĕкри пысăк хут укçасене те пĕр шелсĕр кăларса пăрахать вăл, уншăн чи хакли те _ шăнкăр-шăнкăр вак укçа, мĕншĕн тесен унра кĕвĕлĕх пур. Чуна пырса тивмелле шăхлич калаканскерĕн кĕвĕ туйăмĕ пысăк. Ахальтен мар Кĕтерук ăна пысăк та ятлă çын, Георгипе Виталирен те ăслăрах пулма пултарĕччĕ тет. Шăпа çапла кулман пулсан-и?.. «Юрать, Мисаил пур-ха пирĕн. Вăл пулмасан укçине купипе парсан та тытăнса тăраяс çук», _ тет Кĕтерук. Чăнах та çапла, ывăлсем килеççĕ те каяççĕ. Мисаил вара кирек хăш самантра та пулăшма хатĕр. Йăваш чĕреллĕскер, кинеми хурланнине курсан кĕвĕ каласа ташлаттарма хăтланать, кăмăлне çĕклет. Е тата пытанмалла выляттарать.

«Кĕвĕçекене кĕве çиет», _ теççĕ халăхра. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне Леша (Александр Петров), çамрăк учитель, питĕ витĕмлĕ кăтартса парать. Арăмĕ, Мариша (Оксана Драгунова), Виталий патне тарасран çав тери хăрать вăл. Кĕвĕçме сăлтавĕ те пур. Каччăн амăшĕ, Тарье аппа (Наталия Сергеева) кинне ача çуратайманшăн пĕрмай хурлать, çамрăксене уйăрттарасшăн. Юлашкинчен Маришăн та чăтăмлăх пĕтет. «Пур пĕрех çурататăп, Виталирен!» _ тет вăл. Çак сăмахсем чăна килесрен хăраса ÿкнĕ упăшки канăçне йăлтах çухатать, çар çыннине çапса ÿкерес тесе аллине вут пуленки те, кашта та тытать. «Манăн Леша лайăх, вăрçма кăна пĕлмест. Эсĕ ăна ан тĕкĕн», _ асăрхаттарать Мариша Виталие.

Драмăра Соня (Елизавета Хрисанова) сăнарĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Телейсĕр юратăвне пула ĕçке ернĕ вăл. Кĕтерук ăна питĕ хĕрхенет. «Георгипе пĕрлешнĕ пулсанччĕ...» _ тесе хаш та хаш сывлать. Георгий хăй те çакна ăнланать. Унăн пуçĕнче вăрттăн шухăш тĕвĕленме пуçланă. Хĕрĕ шкул пĕтерсен арăмĕпе уйрăлса Соньăна качча илесшĕн вăл. Çакăн пирки Виталие мунчара пĕлтерет.

Шурлăх урлă каçнă чухне тĕмеске тесе тĕрĕс мар çĕре пусатăн та путса ансах каятăн. Çавăн пекех пурнăçра та йăнăш утăм тусан инкек серепине çакланатăн, унтан тухасси вара иккĕленÿллĕ. Спектакль хурлăхлă вĕçленет. Кĕтерук килтен тухса каять. Михаил çунакан мунчаран Соньăна çĕклесе тухать, анчах пурнăçне çăлса хăвараймасть. Виçейми асаппа тулнă чĕрине пусараймасăр хыттăн: «Ан-не!» _ тесе кăшкăрса ярать.

Çак икĕ пайлă драмăра Арсений Тарасов этемлĕхе куллен пăшăрхантаракан çивĕч проблемăсене хускатнă: ачисене ÿстерсе çитĕнтернĕ амăшĕ пĕччен юлни, çемьере ача пулманни, усал хуняма, кĕвĕçÿ, телейсĕр юрату, ĕçкĕ. Ку ыйтусем пирĕн пурнăçра анлă сарăлнă, вĕсем яланах пулнă, пулаççĕ те. Чи кирли, куракан спектакльпе паллашсан хăйĕн йăнăшĕсене асăрхаса тÿрлетме тăрăштăр е вĕсенчен сыхлантăр. «Мунча кунĕ» хыççăн чылайăшĕ хăйĕн пурнăçне айккинчен хакласа кирлĕ пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕ пулĕ тетĕп.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.