Раççейĕн Вăхăт машини пур. Вăл - “Истори” предмечĕ

19 Çĕртме, 2017

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв гражданĕсен ыйтăвĕсене тÿрĕ эфирта хуравларĕ

Патшалăх ертÿçи халăхпа тÿрремĕн хутшăнасси пĕрремĕш хут 2001 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче пулса иртнĕччĕ — Владимир Путин патне ун чухне граждансен 400 пин ыйтăвне çитернĕччĕ. Президент хăй палăртнă тăрăх, çынсемпе çапла мелпе хутшăнни социологи хăватлă ыйтăмĕпех танлашать.

Хăш-пĕр ыйтăва вырăнти влаç çĕршыв ертÿçине чăрмантармасăрах татса пама пултарать те çав... Калăпăр, 2015 çулта сусăр хĕр Софья Бабич хăйĕн утас ĕмĕчĕ пысăккине пĕлтернĕччĕ, ятарлă тренажер кирлĕ — Рамзан Кадыров ыр кăмăллăх фончĕ ăна темиçе сехетрен хваттерех илсе çитернĕ. Омскри çулсем япăххине пĕлтĕр видео ÿкерсе Президент патне çитернĕ хыççăн чиновниксем çит-менлĕхе пĕтересси пирки 20 минутранах пĕлтернĕ. Сăмахне тытнă — тÿрĕ эфир ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ, икĕ кунран облаçри 4 пин тăваткал метр çула юсанă та. Хăшĕ- пĕри вара Путин çемьери хирĕç-тăрăва та татса парасса шанать. 40 çул тултаракан Елена йытă пирки ĕмĕтленнине унăн тусĕ Путина ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче шăнкăравласа пĕлтернĕ. Анчах та упăшки, отставкăри полковник, хваттерте йытă усрассине хирĕç-мĕн. Мĕн каланă-ха çак ыйтăва хуравласа Президент? Ара, арăмĕпе упăшки хушшине кĕме хушман вĕт. Анчах вăл — Тĕп командующи! Хĕрарăм çакăнпа усă курса çар çыннине витĕм кÿме ыйтать те. “Атьăр пурте, çĕршывĕпех, Борисран /Еленăн упăшки çавăн ятлă/ ыйтатпăр: арăмне йытă усрама ирĕк патăр вăл”, — йăл куллине пытармарĕ Владимир Путин. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ — арăмĕн юбилейĕ — тĕлне Борис киле йытă çурипе таврăннă, арăмне çуралнă кунпа парне кÿнĕ.

Нумай ыйтăва çапах та Президентпа çыхăнсан хăвăртрах татса пама май пуррине кура тÿрĕ эфира çулсерен ирттерме пуçларĕç. Кăçал вăл 15-мĕш хут иртрĕ.

Правительствăна шалăва ÿстерме хушу панă

Эфир пуçламăшĕ тĕлне Владимир Путин ячĕпе 11 кунра 1,9 миллион ыйтăва шута илнĕччĕ. Вĕсен йышĕнче ытларах — шалу, пурнăç шайĕ, ЖКХ, сывлăх, çĕршыв пуласлăхĕ тата ытти патшалăхпа тытакан хутшăнусем... Пĕрремĕш ыйту çапах та паян, ахăртнех, пурне те хумхантарать — экономика кризисĕ вĕçленчĕ теме пулать-и?

Ку ыйту паян чăнласах чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине Владимир Владимирович та палăртрĕ. “Позитивлă хурав парас килет те, анчах ăнсăртран кĕмсĕрт сиксе тухасси хăратать”, — çак шухăша палăртрĕ Президент. Çапах та объективлă лару-тăру çакна çирĕплетет — рецесси тапхăрĕ хыçа юлнă, экономика “тăвалла аталанма” пуçланă. Çапах та экономика çинчен пĕтĕмĕшле сăмах пуçариччен хăйне паян чи хумхантараканни пирки калаçас килнине пĕлтерчĕ Президент — çынсен пурнăç шайĕ чакни. Чухăнлăха кĕрсе ÿкнисен йышĕ ÿснĕ. 90-мĕш çулсенче халăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ тенĕ пек çапла пурăннă — 40 процента яхăн, 40 миллион çын. Каярахпа лару-тăрăва йĕркелеме май килнĕ — 2012 çулта халăхăн 10,7 проценчĕ чухăн шутланнă. Шел те, юлашки çулсенче çак кăтарту 13,7 процентпа танлашнă. Нумаях мар пек, анчах та çак йышра — вун-вун, çĕр-çĕр пин çын. Манмалла мар: çак цифрăсем, процентсем хыçĕнче — çын шăпи.

Çапах та ырă улшăнусем пур. Экономика виççĕмĕш квартал ĕнтĕ ÿссе-аталанса пырать, инфляци 4,1 процентпа танлашнă — çĕнелнĕ Раççей историйĕнче хальлĕхе кун пекки пулман. Промышленноç аталанать, тĕп капитал инвестицийĕ ÿсет. Халăхăн пурнăç шайĕ ÿссе пынине çирĕплетекен тепĕр кăтарту — автомобильсем ытларах туянма, ипотека кредичĕ нумайрах илме пуçланă граждансем. Инвестицисем экономикăран та маларах аталанса пынине каламасăр иртейменнине палăртрĕ Президент. Çакă социаллă тытăма та ырă витĕм кÿрет. Раççейре юлашки 2000 çултан пуçласа тин çуралнă ачасем вилесси — виçĕ хут, амăшĕсем çăмăлланнă чухне вилесси 4 хут чакнă. Çакăн пек кăтартусем, ахăр, тĕнчере те урăх никамăн та çук. Çаксене йăлтах шута илсен çапах та кризис хыçа юлнă тесе калама пулать.

Пурнăç шайĕ чакнине официаллă статистика та çирĕплетнине пула журналистсем çапах та çак ыйту çинче тата пайăррăнрах чарăнма хистерĕç — экономика лару- тăрăвĕ лайăхланса пынине ахаль граждансем хăçан туйма пуçлĕç?

“Ытла та тарăн ÿкрĕмĕр, — терĕ Владимир Владимирович. — Çавăнпах ытла хăвăрт туясси пулмĕ”. Çапах та шалу пĕчĕккĕн ÿссе пырать — кăçалхи ака уйăхĕнче унăн ÿсĕмĕ 2,3-2,4 процентпа танлашнă. Пенсисене индексациленĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем шалăвăн чи пĕчĕк виçине ÿстернĕ.

Журналистсем çапах та çак ыйтуран пăрăнма васкамарĕç-ха. Татьяна Ремезова хăйĕн аллинче ша-лупа çыхăннă пĕр купа ыйту пулнине пĕлтерчĕ. Калăпăр, Сарă ту облаçĕнчи пушар командин ертÿçи çаплах лартать ыйтăва: “8 пин тенкĕшĕн мĕншĕн хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр вут- çулăма кĕмелле пушарнăйăн?” Президентăн конкретлă хуравĕ хыççăн кăна хупрĕç çак ыйтăва тÿрĕ эфир ертÿçисем: “2012 çулхи указа лекнĕ бюджетниксен шалăвĕ пĕчĕк мар, унта лекменнисенне, инфляци çак çул-сенче çапах та пĕчĕк пулманнине шута илсе, 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн индексацилеме хушу панă Правительствăна”.

 

Укçа ăçта?

Çак ыйту эфирта темиçе хутчен те янăрарĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.