Раççейпе паллашма - ют тăрăхран

29 Чÿк, 2013

Чÿкĕн 25-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче Патшалăх Канашĕн ĕçченĕсем ют çĕр-шывсенчен килнĕ çамрăк журналистсемпе тĕл пулчĕç. «Диалог культур» медиа-форум кăçалхипе 8-мĕш хут иртет. Тĕрлĕ патшалăхри çамрăк журналистсем Раççейри хуласене çÿресе унти пурнăçа сăнаççĕ, тишкереççĕ, хăйсен çĕр-шывне таврăнсан кун пирки каласа параççĕ, çыраççĕ. Форума тăван тăрăхĕнче палăрнă пултаруллă специалистсене явăçтарнă. Кăçал Раççее Молдова, Украина, Беларуç, Армени, Кăркăсстан, Таджикистан, Узбекистан çĕр-шывĕсенчен телекурав, радио хыпарлав тата хаçат-журнал ĕçченĕсем çитнĕ. Пурĕ пĕрле - 26 çамрăк.

«Культурăсен диалогĕ» проекта РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ. Форум чÿкĕн 13-мĕшĕнче пуçланнă, журналистсем Мускавпа Питĕр хулисенче пулнă хыççăн Шупашкара çитрĕç. Чÿкĕн 26-мĕшĕнче Хусана тухса кайрĕç. 30-мĕшĕнче форум хăйĕн ĕçне вĕçлĕ.

Шупашкарта иртнĕ тĕл пулăва ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, унăн бюджет, финанс тата налуксемпе ĕçлекен çумĕ Анатолий Князев, социаллă политикăпа национальноçсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Петр Краснов хутшăнчĕç. Çамрăк журналистсене тĕрлĕ ыйту интереслентерчĕ: ял-салара çын шучĕ ÿстĕр тесен Чăваш Енре мĕн тăваççĕ? Наци культурине аталантарас тĕллевпе епле ĕçсем йĕркелеççĕ? Ытти çĕр-шывран килнĕ специалистсене ĕçпе тивĕçтереççĕ-и? Республикăра ĕçсĕррисен йышĕ пысăк-и? Шалу тата пенси виçи еплерех? Хваттерсене мĕн хакпа сутаççĕ? Çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ-и?..

Беларуçран килнĕ «Гомель хыпарĕсен» корреспонденчĕ Олег Сафронов çамрăксене хваттер туянма влаçрисем епле пулăшнипе интересленчĕ. Депутатсем патшалăхăн çурт-йĕр фончĕн шучĕпе хăпартакан çуртсенчи хваттерсене тара илме май пурри çинчен, «Çамрăк çемье» программа ĕçлени пирки пĕлтерчĕç. Дилбар Файзиева Узбекистанран килнĕ. Наци хыпарĕсен порталĕн ĕçченĕ çут çанталăка сыхласа хăварас енĕпе еплерех çĕнĕ технологисем кăларнипе кăсăкланчĕ. Узбекистанра кăмрăкпа йывăçа сыхламалли ярмăрккасем ирттереççĕ-мĕн. Каярахпа пырса ыйтсан Дилбар Чăваш Енре вĕсене хапăл туса кĕтсе илменни пирки хурланса калаçрĕ. Шăннăран чечек киоскне кĕнĕскерсене хăваласа кăларса янă имĕш. Армени представителĕ - Интернетри онлайн-хаçат корреспонденчĕ Хачатрян Ташевик. Вăл Чăваш Енри эрменсен диаспорине çитсе курас ĕмĕтлине пĕлтерчĕ. Хачатрян Шупашкар хули лăпкă та таса, хăтлă иккенне асăрханă.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева республикăри журналистикăпа паллаштарчĕ. Паянхи кун Чăваш Енре массăллă информацин 40 хатĕрĕ, вĕсенчен 37-шĕ - хаçат-журнал. Унсăр пуçне министр наци телекуравĕпе Чăваш радиовĕ, «Тăван радио» пуррине пĕлтерчĕ.

Хăнасем Шупашкара вырсарни кунах çитнĕ, «Раççей» хăна çуртне вырнаçнă, хулан паллă та илемлĕ вырăнĕсене çитсе курнă. Кондитер фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Ен вĕсен кăмăлне кайнă.

Алена ТИМКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.