Регионти "Эпир пӗрле" штаб волонтерӗсем 600 ытла ҫынна пулӑшнӑ

16 Ака, 2020

Ку вӑхӑтра, пӗтӗм Раҫҫейри пекех, коронавирус сарӑласран пурнӑҫламалли условисемпе килӗшӳллӗн ватӑсене пулӑшма регионти "Эпир пӗрле" (#МЫВМЕСТЕ) штаб ӗҫлет.

Ҫак кунсенче волонтерсенчен 600 ытла ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Ытларахӑшне аптекӑран эмел, лавккаран ҫимеллисем кирлӗ пулнӑ.

Пулӑшу ыйтас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла:  8-800-200-34-11

Волонтер пулас тесен мывместе2020.рф. сайтра вӗренӳ витӗр тухмалла. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 500 яхӑн хастар ҫамрӑк регистрациленнӗ, вӗренӳ витӗр тухнӑ.

www.hypar.ru 

Рубрика: 

Комментари хушас