Репетицире колготка çĕтни усăсăр иртмен

11 Çу, 2017

Вĕсем — профессионалсем мар, шкул ачисем кăна. Çапах та Б. Васильевăн повеçĕ тăрăх лартнă «А зори здесь тихие…» спектакльпе куракан чунне хускатрĕç. Шупашкарти П. Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче ачасем лартакан спектакле курма ятарласа кайрăм. Спектакль пуçланиччен çамрăк артистсемпе — Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхашĕ шкулĕнчи «Хĕлхем» театр студине çӳрекенсемпе — тĕл пулса калаçрăм.

Маттурсемпе ĕçлеме çăмăл

Драма премьери ялти клубра иртнĕ. Иккĕмĕш хутĕнче Çĕмĕрлесене тĕлĕнтернĕ. Район пуçлăхĕ уйрăмах пысăк тав сăмахĕ каланă. «Спектакль теми питĕ кăсăклă, никама та хумхатмасăр хăвармасть. Вăл Тăван çĕршыв пĕлтерĕшне, вăрçа кайнă салтаксен паттăрлăхне кăтартать», — палăртать Владимир Синяев режиссер. Вăл П. Хусанкай ячĕллĕ культура кĕрменĕнче вырăс халăх театрне ертсе пырать. Çапах та ачасем патне Вырăс Улхашне çитме май тупать. Режиссерпа шкул директорĕ пĕлĕшсем иккен. Çакăнтан пуçланнă та икĕ театр туслă çыхăну тытасси. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.