Республика ертÿçи Правительствăри çĕнĕ çынпа паллаштарнă

24 Раштав, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительствăри çĕнĕ çынпа паллаштарнинчен пуçларĕ. Вăл — Алексей Грищенко, строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнать.

Ăна пĕр вăхăт пушă пулнă çак должноçа уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пусни пирки пĕлтернĕ май Михаил Васильевич унăн «тивĕçсене пурнăçлакан» статусĕ вăхăтлăх кăна пулнине çирĕплетрĕ: Мускавпа, РФ Стройминĕпе, çураçмалла — ун хыççăнах Алексей Алексеевич тулли праваллă министр пулса тăрĕ. Палăртни вырăнлă: Грищенко Чăваш Енĕн строительство отраслĕшĕн çĕнĕ çын мар. «Честр» строительство компанийĕнче вăй хунă, «Иско-Ч» АУО гендиректорĕ пулнă, юлашки должноçĕ — «ТУС» компани гендиректорĕн заместителĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас