Республика хăнасене кĕтсе илме хатĕр

7 Юпа, 2014

Никам та кăмăлсăр ан юлтăр

Ĕнер Правительство çуртĕнче «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Унта виçĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнакансене тата официаллă делегацисене кĕтсе илессипе тата ăсатассипе çыхăннă ыйтусем пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов пĕлтерчĕ. «Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче яваплă çынсене пухса калаçрăмăр. Кашни хăна пирки тулли информаци пур. Ĕç малалла пырать. Унта волонтерсене те явăçтаратпăр. Пĕр хăна та кăмăлсăр ан юлтăр тетпĕр»,- терĕ Александр Степанович. Ларура пĕлтернĕ тăрăх - хăнасенчен ытларах пайĕ Чăваш Ене чукун çул транспорчĕпе килмелле. «Ăсталăх сехечĕсене, ĕçлĕ сессисене хутшăнаканасене, спортсменсен делегацийĕсене кĕтсе илессипе çыхăннă мĕн пур ыйтăва татса панă. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара каякансемшĕн чăрмавсем ан пулччăр тесе тăрăшмалла», - терĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников.

ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - спорт форумне çутатакан Раççей тата чăваш журналисчĕсене аккредитациленĕ. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци телекуравĕ Хĕрлĕ тÿремре иртекен, спорт форумĕпе çыхăннă мероприятисене тÿрĕ эфирта кăтартĕ. Хаçат-журналсенче форума халалланă материалсемпе социаллă проектсем кун çути кураççĕ. ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хутшăнакансене транспортпа пĕр чăрмавсăр тивĕçтересси çинчен пĕлтерчĕ. Чукун çул вокзалĕсенчен /Канашран, Шупашкартан/ хăнасене хăтлă та меллĕ автобуссемпе турттарĕç. Хăнасене çул çинче ан тунсăхлаччăр тесе автобуссем çинче Чăваш Ен пурнăçĕпе аталанăвĕ, наци культурипе йăли-йĕрки пирки видео фильмсем пăхма сĕнĕç.

Ларура палăртнă тăрăх - «Хальхи спорт. Çĕнĕлĕхсемпе малашлăх» спорт индустринчи çитĕнÿсен куравне те тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Куракансем хăйсене хăтлă туйччăр тесе павильонсене ăшăпа та, çутăпа та тивĕçтерĕç. «Хулана тирпей-илем кĕртнĕ. Хăна çурчĕсем хăнасене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Паян Шупашкара илемлетес ĕçе вĕçлетпĕр. Хăш-пĕр вырăнта йывăçсене те капăрлататпăр. Хулара чылай çĕрте ялавсем çакса тухнă. Халăха информаципе тивĕçтерессипе те ĕçлетпĕр. Ĕç коллективĕсенче буклетсемпе листовкăсем салататпăр. Пур хăна çуртне те ăшă панă, кашнинчех вĕри шыв пур. Стройкăсенчи крансенчен ытларахăшĕ /50 процентран ытла/ каçхине çутатаççĕ»,- пĕлтерчĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. «Пур крана та çутатмалла тăвасчĕ. «Чăваш Енре стройка нумай пырать тесе шухăшлаччăр хăнасем»,- сĕнÿ пачĕ республика Пуçлăхĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Соловьева Çĕнĕ Шупашкарсем те Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне тĕплĕн хатĕрленни пирки пĕлтерчĕ. «Хулара 6 субботник ирттернĕ. Ÿкнĕ çулçăсене, йывăç турачĕсене, çÿп-çапа йăлт пуçтарнă. Ыран тепĕр субботник йĕркелеме палăртатпăр. Вандалсен ÿкерчĕкĕсене те тасатнă», - терĕ Марина Александровна.

Ларура Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи çул айккисене тирпей-илем кĕртес ыйтăва каллех çĕклерĕç. Паянхи кун тĕлне унти çĕрсене сухаланă, анчах çĕнĕ хула çывăхĕнчи хыт хурана çулман, тĕмсене касман. Михаил Игнатьев çак çитменлĕхе васкавлăн пĕтерме ыйтрĕ. Паян-ыран тĕп хуламăра 1000 яхăн хăна килсе çитмелле. Ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илесчĕ вĕсене. «Лавккасенче чăваш апат-çимĕçĕ ытларах пултăр. Ресторансенче те наци апатне сĕнччĕр»,- палăртрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Хăнасене йышăнма хатĕрленекен 33 хăна çуртĕнче вара сувенирсем, спорт тумĕсем, роликсем хатĕрленĕ. Хăна çурчĕсемпе ресторансенче ĕçлекенсем форума хутшăнакансене чăваш паллиллĕ тумсемпе, йăл кулăпа кĕтсе илĕç.

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.