Республика кунĕ инкек-синкексĕр иртнĕ

25 Çĕртме, 2019

Тунтикун Республика кунне паллă тунăран эрнесерен иртекен канашлу ку хутĕнче ытларикун иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва уçнă май уяв инкек-синкексĕр аван иртнине каларĕ, ăна пысăк шайра йĕркеленине хăнасем те палăртнă.

«Ку уяв пĕтĕм халăха пĕтĕçтерет, вĕсен кăмăл-туйăмне лайăхлатать, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме май парать. Уяв тĕлне ял-хула хăтлăланать, çĕнĕ объектсем хута каяççĕ, производствăсем ĕçлеме пуçлаççĕ», — терĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл Шупашкар хулин юбилейне тĕплĕн хатĕрленмеллине те аса илтерчĕ.

ЧР экономика тата культура министрĕсем Светлана Ананьевăпа Константин Яковлев та пур мероприяти программăпа килĕшÿллĕн иртнине пĕлтерчĕç. 52 регионтан килнĕ коллективсемпе ал ĕç ăстисем, Болгарирен, Беларуçран, Эквадортан килнĕ маçтăрсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Регионсен хушшинчи курава 100 ытла организаци хутшăннă.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. 

Комментари хушас