РФ Патшалăх Думин депутачĕ çамрăксен ыйтăвĕсене хуравларĕ

28 Пуш, 2019

«2020 çулта пирĕн çĕршывра çамрăк педагогсене яла илĕртес тĕллевпе «Земство учителĕ» программа хута кайĕ. Унсăр пуçне вĕрентекенсене тата мĕнле хавхалантарма палăртаççĕ?» — çавнашкал ыйту янăрарĕ «Пĕр тан калаçу» проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ тĕлпулура. Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн акт-залне республикăри тĕрлĕ аслă шкулăн студенчĕсем, çамрăк специалистсем пухăнчĕç. Вĕсене пăшăрхантаракан, интереслентерекен ыйтусене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хуравларĕ.

2017 çултанпа йĕркеленекен çак проектăн тĕп тĕллевĕ — çамрăк ăрăва паллă çынсен тĕслĕхĕ çинче Раççейĕн кирек хăш кĕтесĕнче те, кирек хăш тытăмра та ăнăçу тума майсем пуррине кăтартасси. Алена Игоревна шăпах Патшалăх Думине мĕнле çитни çинче те чарăнса тăчĕ. Хăй обществăна, çынсемпе ĕçлеме кăмăлланине палăртрĕ. Студентсем пытармарĕç: кăсăклантаракан ыйтусене РФ Патшалăх Думин депутатне пама май пурришĕн хĕпĕртеççĕ. Çамрăксене мĕн интереслентерет-ха? Чылай ыйту «Земство учителĕ» программăна тÿрремĕн пырса тиврĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялти шкула ĕçлеме каякансене 1 млн тенкĕ параççĕ. «Кăçал вăй хума тытăннисен мĕн тумалла? Тепĕр çул урăх шкула куçмалла-им? 1 млн тенкĕ Чăваш Еншĕн самай пысăк укçа», — палăртрĕ Шупашкар районĕнчен çитнĕ пĕр учитель. Ку ыйтăва депутата пĕрре мар панă. Программа хута кайиччен сĕнÿсем хатĕрленине пĕлтерчĕ, çамрăксем те ун патне канашпа тухма пултараççĕ. «Эпĕ соцсетьсенче ларатăп, страницăсене хамах ертсе пыратăп», — терĕ вăл.

Мускаври, Санкт-Петербургри яшсемпе хĕрсем студент билетне кăтартсан музейсене, куравсене тÿлевсĕрех кĕрееççĕ. Чăваш Енре мĕншĕн ун пек мар? Музейсенче билетсене йÿнĕрех хакпа туянма пулать-ха. Алена Аршинова ку ыйтăва культура организацийĕсемпе пăхса тухмаллине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас