Кун хыççăн кун

25 Çурла, 2023

Учительпе вĕренекен пĕр хум ҫинче пулмалла, шкулсенче вĕрентӳ ĕҫне кӑна мар, воспитани ыйтӑвне те пысӑк тимлĕх уйӑрмалла

Ҫапла палӑртрĕҫ паян педагогсен ҫурла уйӑхĕнче иртекен йӑлана кĕнĕ канашлӑвĕнче. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрĕнче пулчĕ. Унта влаҫ тытӑмĕнче ĕҫлекенсем, вĕрентекенсем, педагогика ĕҫĕн ветеранĕсем хутшӑнчĕҫ.

Учительсене видео урлӑ РФ ҫутĕҫ министрĕ Сергей Кравцов саламларĕ.

24 Çурла, 2023

ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев Шупашкарти 4-мĕш лицейра пулчĕ

Асӑннӑ вĕрентӳ заведенийĕнче тĕплĕ юсав хыҫҫӑн мĕнле улшӑнусем пулнипе паллашрĕ. Лицейра учительсен ҫурла уйӑхĕнчи канашлӑвĕ умĕн "ҫавра сĕтел" иртрĕ. Унта пултаруллӑ вĕрентекенсене, ветерансене чĕннĕ. Мероприятире вĕрентӳ ĕҫĕнчи ҫĕнĕлĕхсемпе ҫитменлĕхсем ҫинчен калаҫу пуҫарчĕҫ. Ку вара Педагогпа наставник ҫулталӑкĕнче уйрӑмах пĕлтерĕшлĕ.

18 Çурла, 2023

Чăваш Енре Укça-тенкĕ eнĕпе пĕлÿ парас тĕлĕшпе регионсен практикин уçă форумĕ ĕçлеме пуçларĕ

Унăн пĕр лапамĕнче - Чăваш наци музейĕнче - "Укça-тенкĕ енĕпе пĕлÿ паракан волонтерсемпе ĕçлемелли май-меслет: регионсен опычĕ" ятпа "çaвра сĕтел" хушшинчи калаçy иртрĕ.

Pages