Экономика

26 Пуш, 2014

2013 çулта республика бюджетне мĕнле пурнăçланă?

Чăваш Республикин Финанс министерствин пĕтĕмлетĕвĕсемпе 2013 çулта республика бюджетне тупăшсем енĕпе 35 млрд та 622 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 2 млрд та 363 млн тенкĕ е 7,1%. Харпăр хăй тупăшĕсене /налуксем, налук шутланманнисем/ 20 млрд та 385 млн тенкĕ чухлĕ пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 9,2%.

26 Пуш, 2014

Видеоконференци иртнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Республикăра пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес тата автоçулсене юсас ыйтусене сÿтсе явнă.

26 Пуш, 2014

Çамрăк амăшĕсем вĕренеççĕ

Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсем ĕç рынокĕнче социаллă хÿтлĕх кĕтекен граждансен ушкăнне кĕреççĕ. Пытармалли çук: çав тапхăр вĕçленнĕ хыççăн малтанхи ĕç вырăнне таврăнасшăн мар вĕсем, квалификаци шайĕ пурнăç ыйтнине тивĕçтерменнипе унчченхи профессийĕпе те ĕçлес туртăм çук. Çакнашкал лару-тăрура çамрăк амăшĕн карьерăна çĕнĕрен пуçлама тата йĕркелеме тивет, мĕншĕн тесен декрет отпускĕ вăхăтĕнче вăл хăнăхăва тата ăсталăха палăрмаллах çухатнă. Унсăр пуçне производство технологийĕсем те пĕр вырăнта тăмаççĕ, кунсерен çĕнелсе пыраççĕ.

26 Пуш, 2014

Икĕ енлĕ çыхăнусем

«Россельхозбанк» УАОн делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Китай Халăх Республикине кайса килнĕ. Ăна Правлени Председателĕ Дмитрий Патрушев ертсе пынă. Раççейĕн Китайри посолĕ Андрей Денисов пирĕнпе кÿршĕллĕ çĕр-шыври лару-тăрупа паллаштарнă, ял хуçалăхĕнче тата банк тытăмĕнче пулса иртекен улшăнусем çинчен каласа панă. Пĕтĕмĕшле илсен икĕ енлĕ çыхăнусем йĕркеллĕ аталанаççĕ.

25 Пуш, 2014

Пуçлăх-и, ахаль çын-и - саккун умĕнче пурте тан

«Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл çывăх вăхăтра сирĕлесси иккĕленÿллĕ. Çапах унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кÿрет. Шел те, çак ыйтăва хăшĕсем политика шайне çĕклеме тăрăшаççĕ...» - çапларах пуçларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ĕнер иртнĕ ларăвне.

Pages