Хула

1 Нарăс, 2022

Общество транспорчĕпе çÿремелли билет хакланĕ

Çĕнĕ команда йĕркелĕвĕ, транспорт, çулсем, хула тирпейлĕхĕ, туризм аталанăвĕ — тĕп хулан çĕнĕ сити-менеджерĕн Денис Спиринăн массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем валли йĕркеленĕ пĕрремĕш пресс-коференцийĕ çак тата ытти ыйту тавра пулчĕ.

25 Юпа, 2021

Лайăххисен йышĕнче

Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕ Раççейри чи лайăх предприятисен йышне кĕнĕ.

Троллейбус транспорчĕн управленине «2021 çулхи отрасль лидерĕ» номинацие хутшăнма суйланă. «Бизнес Рейтинг» тулли мар яваплă общество кăтартăвĕсем тăрăх, вăл Чăваш Республикинчи предприятисен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă, федерацин Атăлçи округĕнче — 9-мĕш, Раççейре вара — 32-мĕш.

www.hypar.ru

11 Авăн, 2021

Ҫӗмӗрле хулин ҫуралнӑ кунӗнче - газ та, ҫӗнӗ лапам та

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Çӗмӗрле хули 105-мӗш хут çуралнӑ кунне паллӑ турӗ.

Савӑнӑçлӑ пулӑмпа саламлама сумлӑ хӑнасем пысӑк йышпа килсе çитрӗç: республика Пуçлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, ЧР Правительство Председателӗн заместителӗ-вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, ЧР Правительствин Председателӗн заместителӗ-строительство министрӗ Павел Данилов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Мельников, Шупашкар хула Пухӑвӗн депутачӗ Виктор Горбунов тата ыттисем.

13 Çурла, 2021

Шупашкар картишĕсене хăтлăлатас ĕç малалла пырать

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Гузовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 20, 22, 24, 28-мĕш, Гагарин урамĕнчи нумай хваттерлĕ 27-мĕш тата Ярмăрккă урамĕнчи темиçе хутлă 3-мĕш çуртсен картишĕсене епле илемлетнипе паллашрĕ.

Гузовский урамĕнчи 20 тата 24-мĕш çуртсен хушшинче спортпа ача-пăча лапамĕсем тунă, хул-çурăма пиçĕхтермелли инвентарь, вăйă хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Çуртсен подъезчĕсен умне пымалли çула, тротуара, отмосткăна çĕнетнĕ, автопарковкăсем тунă.

Pages