Публицист шухăшĕ

8 Нарăс, 2023

Социаллă тӳлевсем пысăкланаççĕ

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертcе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕ вăраха каймарĕ — çур сехетрех вĕçленчĕ. Анчах ку унăн кун йĕркинче вак-тĕвек ыйту кăна пулнине пĕлтермест. Йышăнусен шутĕнче — вун-вун пин çынна пырса тивекеннисем.

6 Нарăс, 2023

Нумаййи кăна йӳнĕ пулĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура апат-çимĕç, эмелсен хакĕсемпе çыхăннă ыйтăва тишкерчĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çулта республикăра инфляци шайĕ 12,2% танлашнă, ку Раççейри вăтам кăтартуран /11,9%/ кăшт пысăкрах. Апат-çимĕç хакĕсем пысăкланни тĕнче рынокĕнчи лару-тăруран, çавăн пекех логистика кăткăсланнипе, Анăç Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисемпе сăлтавланнă. Çапах кăрлачра хăш-пĕр апат çимĕçĕн хакĕ чакнине палăртма кăмăллă.

6 Нарăс, 2023

Шупашкар ÿсĕрсене урăлма пулăшаймасть

Шупашкарта урăлтаркăч уçасси пирки темиçе çул калаçаççĕ ĕнтĕ, анчах вăл халĕ те çук. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура кăмăлсăр калаçу пулчĕ.

Олег Николаев палăртнă тăрăх, сăмах ĕлĕкхи медицина урăлтаркăчĕсене тавăрасси пирки пымасть — урăхларах учреждени пулмалла, анчах унăн тĕллевĕ ĕлĕкхиех теме юрать — ӳсĕр çынсене пулăшасси. Хĕлле тимлĕх уйрăмах кирлĕ — эрех-сăра нумай ĕçнĕ çын шăнса вилесси те часах.

30 Кăрлач, 2023

Электрон мел хăвăрт та перекетлĕ

Канашлура социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă пулăшусене электрон мелпе кӳрессине 55% çитермелли мерăсене пăхса тухрĕç. Олег Николаев ку енĕпе раштаврах тивĕçлĕ хушу пулнине, анчах муниципалитетсем ăна пурнăçламаннине аса илтерчĕ — çакăншăн иртнĕ эрнери канашлура вĕсен влаçĕсене сăмах тивнĕччĕ. Халĕ ĕç тăвакан органсен, муниципалитетсен тивĕçлĕ плансем пур — вĕсене пурнăçламалла. Чăн та, экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хăшĕ-пĕри хайхи плансене ячĕшĕн хатĕрленине пытармарĕ — вĕсенче татăклă мерăсем пулмалла.

Pages