Публицист шухăшĕ

10 Утă, 2021

Кама чăрмантарать-ши?

ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, "Ростелеком" обществăшăн филиалĕн директорĕ Евгений Макагонов, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн, "Билайн" çыхану компанийĕн представителĕсем Алкешре пурăнакансемпе тĕл пулса çивĕч ыйтăва çĕклерĕç. 

9 Утă, 2021

Массăллă мероприятисене ирттерме чарнă

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче вакцинаци ыйтăвне хускатрĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра вакцинациленекенсен шучĕ ӳсме тытăннă. Анчах аслă ӳсĕмрисен хушшинче ку хисеп сахалланнă, 60 çултан иртнисен 90 процентне прививка тумалла-мĕн. Çавна май Олег Алексеевич мобильлĕ пунктсен, мобильлĕ бригадăсен ĕçне вăйлатма, вĕсен шутне ӳстерме, ĕç вăхăтне пысăклатма хушрĕ.

31 Пуш, 2021

Вырăнти çынсем суйласа илĕç

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пушăн 31-мĕшĕнче федерацин «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проектне республикăра пурнăçлассипе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвне ирттернĕ.

Унта пăхса тухнă ыйтусем республикăра пурăнакансен пысăк пайне тÿррĕн пырса тивеççĕ. Сăмах мĕн çинчен пырать-ха?

29 Пуш, 2021

Юхăннине инвестор çĕнетĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хулин ăшăпа тивĕçтерекен объекчĕсене «Т-Плюс» компание концессие парас ыйту тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ. Ăшă сечĕсем, котельнăйсем кивелсе çитни паллă — вĕсен пысăк пайĕ 25 çултан та аслăрах. Çавна май ăшăпа тивĕçтерессин шанчăклăхĕ уксахлать, энерги çухатăвĕсем пысăк, аварисем час-часах пулаççĕ – вĕсен шучĕ ӳссе пырать.

29 Пуш, 2021

Кино та пулĕ, палăк та

Культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура хăй ертсе пыракан отрасль хыпарĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсен шутĕнче — Сăр тата Хусан оборона чиккисен строителĕсене халалласа спектакль хатĕрлени.

Фильм та пулĕ — нумаях пулмасть унăн массăллă сценисене ӳкернĕ. Лентăна кĕркунне тĕлне хатĕрлесе çитермелле, уйрăм сыпăкĕсене вара Шупашкарти кинофестивальте кăтартасшăн.

Pages