Публицист шухăшĕ

28 Ака, 2020

Садсем джунглие аса илтереççĕ

Çамрăк чухне тăван ялта, Канаш районĕнчи Атнашра, пĕр вăхăт агроном-пахчаçăра вăй хунăран-ши — чечеке ларнă улма-çырла сачĕ час-часах тĕлленет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çуллен миçе тонна паха çимĕç туса илнĕ-ши — калама пултараймастăп. Çитĕннисене яланах пахчаçăсен бригадинче ĕçлеттернĕрен пирĕн çуллахи каникул çулленех садра иртетчĕ. Астăватăп: пан улмисене çапăнса лапчăнасран пĕр-пĕрин хушшине типĕ турпас тултарнă ещĕксене пуйăспа Çĕпĕре çитиех ăсататчĕç. Колхоз пысăк тупăш илетчĕ.

18 Пуш, 2020

Авалхи чăваш тĕнчи тата Геннадий Юмарт поэзийĕ

Паян, чăваш халăхĕн пуласлăхĕпе унăн тĕлĕнмелле пуян культурин шăпи пирки тĕрлĕрен калаçусем пынă вăхăтра, А.П. Хусанкай пĕр статьяра çырнине аса илни питĕ вырăнлă: «Смутное время, которое мы переживаем, заставляет

Pages