Культура

9 Çĕртме, 2023

Пушкăртстан карттине ылтăн тата кĕмĕл çипсемпе тĕрленĕ

Пушкăртстан ал ăстисем «Тĕрленĕ Раççей» фестивале хутшăнмашкăн ылтăн тата кĕмĕл çипсемпе хăйсен тăрăхне эрешленĕ.

1 Çĕртме, 2023

Чăвашсен пурнăçне сăнларĕç

Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте сенкер экранпа кăтартман фильмсемпе паллашма май килчĕ. Конкурс программи çав тери анлă пулнине хăнăхнă ĕнтĕ. Унсăр пуçне кинофестиваль хамăр тăрăхра ÿкернĕ ĕçсене кăтартнипе те асра юлчĕ.

26 Çу, 2023

Иран, Бангладеш, Норвеги фильмĕсем – Шупашкарта

Тĕрлĕ вырăнта çынсем мĕнле пурăннине кăштах та пулин куç умне кăларма май паракан мелсенчен пĕри — кинофильм. Унта çав тăрăхри халăх пурнăçне сăнама пулать. Тата, паллах, киноиндустри аталанăвне те хамăрăннипе танлаштарса пăхмасăр тÿсеймĕн.

15 Çу, 2023

Çĕнĕ фильм ÿкересшĕн

Чăваш Енре çу уйăхĕн вĕçĕнче «Под водой» илемлĕ фильм ÿкерме пуçласшăн.

«Дыхание планеты» союз ертÿçи Владимир Синяев пĕлтернĕ тăрăх, фильмри ĕç-пуç Емельян Пугачев пытарнă пурлăх тавра аталанать. Мистика сĕмне уйăрма пулать.

Фильмăн пысăк пайне Улатăрта тата Улатăр округĕнче ÿкерме палăртнă. Çавнашкалах ку ĕçе хутшăнакансем Шупашкара тата Шупашкар тăрăхне çитĕç.

Pages