Культура

8 Çу, 2015

Ячĕсем - «Астăвăм кĕнекинче»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ирсĕр тăшмана тĕп тунăранпа - 70 çул. Сумлă юбилее хатĕрленсе эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменри вăтам шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, хамăр тăрăхран çапăçу хирĕсене тухса кайнă ентешсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес терĕмĕр.

Ялти ватă çынсен асаилĕвĕсене çырса илтĕмĕр, сăнÿкерчĕксем, вăрçă докуменчĕсем пухрăмăр. Тĕпчеве 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах пуçаруллă пулнисене ятранах асăнас килет: Дмитрий Шалтайкин, Андрей Большов, Екатерина Елизаркина, Валентина Михеева, Евгения Михеева, Владимир Мишин, Анастасия Фондеркина тата Александр Ятманов. Ачасем тăрăшни сая каймарĕ. Вăрçăпа çыхăннă пирĕн тăрăхри пулăмсем, мăн асаттесемпе асаттесен фронтри паттăрлăхĕ, асаннесемпе ват асаннесен тылри тăрăшулăхĕ çинчен чылай материал пухрăмăр.

8 Çу, 2015

Май уйăхĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ кун

Май уйăхĕ уявсемпе пуян. Вĕсенчен чи хакли - мăнаçлă çĕршывăмăрăн мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ хăйĕн паттăрлăхĕпе, пурнăçĕпе, юнĕпе çĕнсе илни - Çĕнтерÿ кунĕ. Эпир уншăн хамăрăн аттесемпе асаннесем, пиччесемпе аппасем, çав вăхăтра çапăçу хирĕнче юн тăкнă тата тылра ырми-канми вăй хунă кашни çын умĕнче парăмра.

8 Çу, 2015

Уçă çыру

Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!

Эпир, Чăваш наци конгресĕн Ваттисен канашĕн членĕсем - вăрçăпа тыл ветеранĕсем тата вăрçă ачисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тапхăрта тĕнчери лару-тăру тата экономикăри кризисла пулăмсем çивĕчленнишĕн пăшăрханнине палăртатпăр.

7 Çу, 2015

Наци музейĕ йыхравлать

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă тунă май Наци музейĕ хăйнеевĕр акци йĕркелет. Хальхинче вăл «В девятый день ликующего мая» курав ирттерет. Çĕнтерÿ кунĕнче Наци музейĕпе унăн филиалĕсем 10 сехетрен пуçласа 21 сехетчен ĕçлеççĕ. Хулара пурăнакансемпе хăнасем «Кто сказал, что надо бросить песни на войне?..», «Плакаты войны. На пути к Победе», «В лесу прифронтовом» выставка экспозицийĕсемпе тÿлевсĕр паллашма пултараççĕ.

Pages