Культура

23 Ака, 2015

«Калаçакана -итлекен, ÿкерекене - куракан, çыракана вулакан кирлĕ...»

«Пĕр çын сурать - типсе пырать, çĕр çын сурать - кÿлĕ пулать», - тенĕ ваттисем. Çапла, йышпа пуçăнсассăн кирек мĕнле йывăр ĕçе те парăнтарма пулать. Пĕччен тертленнинче вара усси сахал. Кĕнекепе хаçат-журнал пичетлесе кăларас, телерадиокăларăм хатĕрлес ĕçре те çавăн пекех.

23 Ака, 2015

Уйрăлас та килмерĕ çывăх туссенчен

Пĕлетпĕр: «Çамрăксен хаçачĕн» çывăх тусĕсем республикăри кашни кĕтесре пур. Чăваш Ен тулашĕнчи юлташăмăрсем те кăларăма кĕçнерникунсерен чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтерсех тăраççĕ. Çакă чи пысăк пуянлăх мар-и вара калем ăстисемшĕн?

23 Ака, 2015

Клубсем хупăннăшăн пăшăрханать

Ытларикун Шупашкара СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон килсе кайнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: вăл хисеплĕ юрăç кăна мар, пысăк политикăри сумлă çын та. РФ Патшалăх Думин культура енĕпе ĕçленен комитечĕн председателĕн çумĕн тивĕçне йышăнаканскер Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.

23 Ака, 2015

Чĕрĕпсем чĕрĕлеççĕ унăн аллинче

Сиенлĕ йăласемпе туслашса пурнăç тĕллевне çухатман кашни çыннах пушă вăхăтне сая ярас мар тесе хăйĕн валли чун киленĕçĕ шырать. Шупашкарта пурăнакан Зинаида Каткова та декрет отпускĕнче кăмăлне каякан киленĕç тупнă.

22 Ака, 2015

Шурă юр пек таса чун

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн вырăс тата ют çĕршыв искусствисен уйрăмĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Петр Петровăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна Петр Варфоломеевич 65 çул тултарнă тĕле тус-юлташĕсем йĕркеленĕ. Шел, ÿнерçĕ виçĕ çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Курава уçнă май ĕçтешĕсем Петр Петров хăйнеевĕр пултаруллă çын пулнине палăртрĕç. Вăл пурнăçа, тавралăха сăнама юратнине каларĕç. Кун-çул илемне, тунсăхне-савăнăçне астуса юлнă май каярах шур хут çине куçарнă. Ял сăн-сăпатне сăнланă ÿкерчĕк те чылай унăн. Ÿнерçĕ выльăх-чĕрлĕхрен уйрăмах лашана кăмăллани палăрать.

Pages