Çамрăксем

26 Çĕртме, 2014

Урине

Урине пукане пек илемлĕ, ырă та таса чунлă хĕр ача. Вăл вун виçĕ çулта. Амăшĕ-пе иккĕшĕ пĕр пĕчĕк ялти пысăках мар пÿртре ытлăн-çитлĕнех мар пурăнаççĕ. Амăшĕ ялан ĕçре. Урине шкулта ăс пухать. Укçа çитменнипе килте тăтăшах выçă ларма та тивет. Анчах çакна пăхмасăрах вĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма тăрăшаççĕ, чĕр чунсене хăйсен хÿттине илеççĕ, мĕн пуррипе хăналаççĕ. Анчах ырă çынсен лăпкă пурнăçĕнче те инкек-синкек сиксе тухать.

25 Çĕртме, 2014

Ача сассисĕр çурт илемсĕр

Виçĕ тĕпренчĕкĕ йăваран вĕçсе тухса кайсан канăçа çухатнă мăшăр. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскерсем кил-йышсăр пурăнайман. Чылай шухăшланă хыççăн ют пепкене хăйсен хÿттине илнĕ. Анчах çакăнпа çеç çырлахман вĕсем.

20 Çĕртме, 2014

"Ялах каяс килет"

Ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни пирки тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр. Шел, çамрăксенчен чылайăшĕ яла каясшăнах мар, хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçаймасан та хуларах юласшăн. Ветеринар дипломне паян-ыран алла илме хатĕрленекенсем - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтерекенсем - яла кайса ĕçлеме хирĕç мар-ши? Хăйсене сăмах парар-ха.

20 Çĕртме, 2014

Çемье çавăрасси - ача вăййи мар

Пирĕнтен кашниех ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Шкулта аслă классенче вĕренекенсем, тĕслĕхрен, хăйсен пуласлăхĕ пирки час-часах шухăшлаççĕ. Пĕрисем техникумра е институт-университетра пĕлĕвне тарăнлатасшăн, теприсем аттестат илсенех ĕçе вырнаçасшăн, каччăсенчен хăшĕ-пĕри малтан çара кайса килесшĕн.

11 Çĕртме, 2014

Икĕ ача амăшĕ... çемçе теттепе çывăрать

Темле йывăр лару-тăрура пурăнакан та пур. Çемьере хирĕçÿ чылай чухне ĕçкĕпе иртĕхнине пула тухать. Арçын кашни кун ÿсĕр килсе мăшăрĕпе ачи-пăчине канăç памасть. Теприсем никама каламасăр çакна ĕмĕрĕпех е пĕр-пĕр инкек пуличчен чăтса пурăнаççĕ. Ĕçкĕçсен çемйинче пуринчен ытларах ачисене шел. Пĕрмай хирĕçни, çапăçни пĕчĕкскерсен чунне, ăс-тăнне амантать. Ĕçке ярăннă çынпа вĕçне-хĕрне тухма çук. Çитменнине, унран çак самантра темĕн те кĕтсе илме пулать. Çавăнпа та ку вăхăтра килтен тухса кайни лайăхрах та пуль. Анчах та ăçта каймалла?

Pages