Çамрăксем

23 Ака, 2014

Ир те, каç та тăван чĕлхе янăрать

Чăваш наци радиовĕ 5 çул каялла Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - пĕрремĕш хут эфира тухрĕ. Паян вăл 105 FM тата 72.41 УКВ хумсем çинче, интернетра ntrk21.ru адреспа пĕтĕм тĕнчере талăкĕпех калаçать. Эфирăн пĕр пайне юрă-кĕвĕ, тепĕр пайне информаципе аналитика, обществăпа политика, литературăпа драма, ăслăлăхпа вĕрентÿ, ача-пăча, вăйă-кулă кăларăмĕсем йышăнаççĕ. «Каннă чухне те, ĕçленĕ чухне те - Чăваш наци радиовĕ». Ку эпир шухăшласа кăларнă хитре каларăш мар. Ку чăннипех çапла.

18 Ака, 2014

Çĕр çывăрмасăр тĕрлет

Ăста алăран кирек мĕнле ĕç те хăранине Шăмăршă районĕнчи Васан ял тăрăхĕнче пулсан тепĕр хут ĕнентĕм. Виçĕ ялта пурăнакансен хушшинче ылтăн алăллисем чылаййăн. Ĕçпе канăва шайлаштарса пурăнма пĕлекенскерсем чун киленĕçĕ валли те вăхăт яланах тупаççĕ.

17 Ака, 2014

Мĕнле пурăнатăн, аякри тăван?

Черетлĕ çул çÿревпе Чĕмпĕр чăвашĕсем патĕнче пулма тÿр килнишĕн питех те савăнтăм. Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш тата Çĕнĕ Улхаш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Çак илемлĕ ялсенче чăваш çемйи чылай. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене тăван чĕлхепе калаçма, йăла-йĕркене пăхăнма вĕрентет.

17 Ака, 2014

Юратнă хаçатра ĕçлес килет-и?

Кĕçнерни кунсерен, «Тантăш» хаçатăн черетлĕ номерне илмессерен, эсĕ чăтăмсăррăн страницăсене уçкалатăн, статьясемпе калавсен, пуç ватмăшсен асамлă тĕнчине путатăн. «Паян мĕн çĕнни, интересли кĕтет-ха? Тен, паллакансем пирки çырни пур?» – шухăшлатăн кашнинчех.

Pages