Çамрăксем

30 Кăрлач, 2014

Асрах çав тĕл пулу

Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 19-мĕш вăтам шкулти 7 «Б» класс ачисем тĕрлĕ мероприятие хаваспа хутшăнаççĕ. Икĕ çул çак класа Любовь Васильевна Кудрявцева ертсе пырать. Вăл ачасен кăмăлне тивĕçтерекен ĕçсем ирттерме тăрăшать.

30 Кăрлач, 2014

Ырăлăх парнелекен ал çырăвĕсем

Пĕр тăван Катьăпа Таня Никифоровăсем пирки педагогсем: «Эпир вĕсене питĕ яваплă ĕçсем шаннă-ха. Пултаруллăскерсене тĕрлĕ олимпиада - конкурса хутшăнтаратпăр. Вĕсемсĕр пĕр уяв та иртмест тата», - теççĕ вĕренÿре «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыракан хĕр ачасем пирки ăшшăн.

24 Кăрлач, 2014

Хăйсене литература сăнарĕсемпе танлаштараççĕ

Иртнĕ ĕмĕрте Совет Союзĕ чи вулакан çĕр-шыв шутланнă. Çынсем таçта та - урамра, транспортра, библиотекăра, килте... - вуланă. Халĕ вара кĕнеке вырăнне компьютер, Интернет, кинофильмсем йышăнчĕç. Çапах, социаллă тĕрлĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, студентсен пĕр пайĕ алла куллен кĕнеке тытма пăрахман-ха. Экономика аслă шкулĕн Чул хулари наци тĕпчев институчĕн тишкерĕвĕпе килĕшÿллĕн - вĕренекен çамрăксен пысăк пайĕ /75%/ илемлĕ литература хайлавĕсене вулать. Çавăн пекех фантастика произведенийĕсене, приключениллĕ повеç-романа куллен шĕкĕлчекенсем те пур.

23 Кăрлач, 2014

Сăвă ятарласа çуралмасть

Шкул сакки çине ларнă-ларманах Диана Моисеевăн чунĕнче сăвă çырас туртăм вăраннă. Ăнсăртран мар пуль. Пиччĕшĕн Артемăн сăввисем тăтăшах «Тантăш» тата «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçатсенче пичетленнĕ, хĕр ачан та тăванĕнчен юлас килмен. Пиччĕшĕ йăмăкне шухăша уçăмлăрах çырма вĕрентнĕ тата тĕрлĕ сĕнÿпе пулăшнă.

23 Кăрлач, 2014

Кадетсен «Хĕллехи юмахĕ»

Кăçалхи пĕрремĕш бал - кадетсен уявĕ - кăрлачăн çирĕммĕшĕнче Ача-пăча пултарулăх керменĕнче иртрĕ. Ăна Культура çулталăкне халалланă. «Хĕллехи юмаха» республикăри кĕçĕн тата 5-7 классенчи кадетсем пуçтарăннă.

Pages