Вĕрентÿ

25 Юпа, 2021

Чи лайăх вĕренекене палăртнă

«Çулталăк вĕренекенĕ-2021» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регион тапхăрĕн финалне пĕтĕмлетнĕ.

Шупашкарти 57-мĕш шкулта вĕренекен Варвара Еремеева çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. 2 степень лауреачĕ — Егор Грачев /Шупашкарти 31-мĕш шкул/, 3 степень лауреачĕ — Анна Ильина /Çĕрпӳри М.В. Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш шкул/. Конкурса пĕтĕмпе 25 çын хутшăннă.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

15 Юпа, 2021

Шупашкарта студентсен отрячӗсен слечӗ уçӑлчӗ

Паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи студентсен отрячĕсен XI слечĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Мероприятие ЧР Пуçлӑхӗ Олег Николаев та хутшӑнчӗ. Вӑл 14 регионтан килсе çитнӗ çамрӑксене саламланӑ май такӑнсан та тӗллевсем патне малалла талпӑнма вӑй-хӑват сунчӗ. Республика ертӳлӗхӗ пуçаруллӑ çамрӑксене пулӑшма тата хавхалантарма яланах хатӗррине пӗлтерчӗ.

11 Юпа, 2021

Профессионализмшăн – медальон

«Ăслисен хăнăхăвĕсем» WorldSkills Russia юхăмĕн Наци чемпионачĕн финалне пĕтĕмлетнĕ. Ку 50 çултан аслăраххисемшĕн çĕнĕ ен.

«Шкул умĕнхи воспитани» компетенцие Чăваш Республикинчен Шупашкарти 158-мĕш ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Мартынова хутшăннă. Унăн педагог стажĕ – 39 çул. Ăмăртура вăл профессионализмшăн медальона тивĕçнĕ.

Палăртмалла: чемпионат финалĕ дистанци мелĕпе иртнĕ.

www.hypar.ru

7 Юпа, 2021

Юпа уйăхĕ çитрĕ - шкулсем уçăлаймаççĕ

Анчах строительствăпа юсав ĕçĕсен çивĕч ыйтăвĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха — вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров шкулсемпе садиксен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ, чылай объектра ĕçсем вăхăтра пурнăçланманнине пăшăрханса палăртрĕ. Муркаш районĕнчи Кашмашри çĕнĕ шкул тĕлĕшпе строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ, территорие хăтлăлатмалли ĕçсем пыраççĕ — вĕренӳ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕнче шкул ачасене йышăнатех. Элĕкри ача садне оборудованипе тивĕçтерес ĕç пырать — вăраха каймалла мар.

5 Юпа, 2021

Вĕрентекенсĕр ÿсĕм пулмасть

Вĕрентекен – вăл иккĕмĕш анне евĕрех. Пĕлÿ тĕнчипе паллаштараканскер вулама-çырма, ыррипе начаррине уйăрма вĕрентет. Паян вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем янăраççĕ. Чи маттуррисене, педагогика ĕçĕнче ÿсĕм тунисене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чысларĕç.

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров пухăннисене саламларĕ, республикăри вĕрентÿ заведенийĕсен çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕ.

Pages